Комментари хушас

29 Ака, 2015

Паха сиплев кунçула вăрăмлатать

Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицинăн ятарлă учрежденийĕсене çитсе вĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕ. Унпа пĕрле ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулчĕç.

Ĕçлĕ тĕлпулу Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Республикăри психиатри больници» бюджет учрежденийĕнчен пуçланчĕ. Михаил Васильевич тухтăрсемпе калаçрĕ, пациентсен сиплевĕпе, апатланăвĕпе, вĕсене пăхса тăнипе интересленчĕ. Учрежденин тĕп тухтăрĕ Марина Макарова тата сиплевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - коллектив чирлĕ çынсене тивĕçлĕ хăтлăх кÿме тăрăшать. Канăçсăрлантаракан ыйту пĕрре кăна - палатăсенче кашни çын пуçне тивекен лаптăк нормăпа килĕшсе тăманни. Интенсивлă терапи уйрăмĕнче ку кăтарту 13 тăваткал метр пулмалла, хальлĕхе 11-пе танлашать.

Медицинăн психиатри профильлĕ ятарлă пулăшăвĕпе тивĕçтерекен виççĕмĕш шайри организацин сиплев ĕçĕсене пурнăçламашкăн 1962 çулта типлă проектпа тунă икĕ çурт /300 вырăнлă/ тата 2008 çулта хута янă çĕнĕ корпус /240 вырăнлă/ пур.

Хальхи вăхăтра ятарлă интерната вырнаçма психика тĕлĕшĕнчен хавшак 268 пациент черет кĕтет, вĕсенчен 76-шне çывăх çыннисем тата пурăнмалли кĕтес çуккипе асăннă больницăран кăларма май килмест. Çавна пула санитари йĕркисене пăхăнма кансĕр тата палатăсем тулса лараççĕ.

Çивĕч ыйтăва татса парас тесен психоневрологин çитĕннисем валли хушма интернатне уçмалла тата социаллă çыхăнусене çухатнă пациентсене хăйсем тĕллĕн пурăнмашкăн хăнăхтаракан уйрăма асăннă больница тытăмĕнче йĕркелемелле. Çакна валли хушма лаптăк тата сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.