Шăплăхри кĕвве те илтессĕм килет
Хăйĕн çинчен сăмах пуçарнине ытла та юратмасть-çке вăл. Ахальлĕн пулсан-и! Валерий çинчен пĕр-пĕр журналист тахçанах кăсăклă материал çырса вулакана унпа çывăхрах паллаштармаллаччĕ. Халĕ вара епле çавăрма май килчĕ-ха Раштав кăмăлне? Сăлтавĕ пуррипе. Чăваш эстрада тĕнчине икçĕр ытла юрăпа пуянлатнă авторăн кĕç-вĕç иккĕмĕш кĕнеки кун çути курмалла. Пĕлекенсем астăваççĕ: 2013 çул вĕçĕнче аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ тусĕсем Валерий Алексеевича кĕтмен парнепе савăнтарчĕç - унăн сăввисен "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" кĕнекине кăларчĕç. Шăпах унăн çуралнă кунĕ умĕн пичетленсе тухрĕ вăл.
Асăннă кĕнеке тухни халăх юратса итлекен чылай юрă авторĕн ятне халăхра татах та сарма пулăшрĕ, хăйне хавхалану кÿчĕ. Çапла Литература çулталăкĕнче Раштав çĕнĕ, калăпăшĕпе пысăкрах, содержанийĕпе пуянрах кĕнеке хăтламашкăн "пиçсе" çитрĕ. "Телей кайăкĕ" ятпа вулакан патне кĕçех çитмелле. Унта унăн юрра хывнă хайлавĕсене кĕртнĕ.
Ачалăхри чун хавалĕ
Валерий Самойлов сăпки - Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕ. Çавна май çуралнă вырăнĕ çинчен пĕлтерсенех Валерий пултарулăхĕ ăнсăртран мар тăван сăмах асамĕпе çыхăнни çинчен шухăшласа илетĕн. Ара, ку районтан çыравçăсемпе поэтсем нумайăн тухнă та - сиплĕ хутлăх тейĕн çав!
- Ача чухнех Митта Ваçлейĕн, Геннадий Айхин, Раиса Сарпин сăвви-поэмине вуланă чухне мăнаçлăх туйăмĕ ярса илетчĕ. Çук, вĕсен çулĕпе каясчĕ тени пулман. Шкул çулĕсенче сăвăсем çырса аппаланкаланă пулин те поэзи тĕнчине чăнласах кĕрсе каясса тĕлленмен, - тет кун пирки сăвăç хăй. - Манăн шухăшпа, пĕчĕк чухне ача чунĕшĕн нимĕнле чару та çук: хăй мĕн курни-туйнине е ÿкерсе, е çырса, е юрă-кĕвĕ урлă сăнарлать вăл. Çитĕнсе пынăçемĕн этем хăйĕн хăтланăвне тăнпа "йĕрлесех" пынăран пултарулăхăн хăшпĕр енĕ сĕвĕрĕлет. Çынна юрăхлă ÿкермесрен, чаплах юрлаймасран, калăпланă йĕркесем чăн сăвă картне лараймасран шикленетпĕр пулас.
- Санăн вара студент чухне те пултарулăху тĕрлĕ енлĕччĕ-çке: сăвăсем çыраттăн, хитре ÿкереттĕн, мĕн тĕрлĕ кăна ребус-пуçватмăш шухăшласа кăлармастăн, кăмăлу пур чухне алла гитара тытса илемлĕ кĕвĕ пăнтăртаттараттăн, - "тÿрлетрĕм" пĕр ушкăнра вĕреннĕ тусăма. - Çакна шута илсен санăн ытти яшпа танлаштарсан хĕрсене хăвăн енне çавăрас шанчăк ытларах пулни куçкĕрет: кама мĕн аппаланса килĕшессине суйлама пултарнă-çке! Малалла вулас...
Ирина ПУШКИНА
Комментари хушас