Хамăрпа юнашар çын
90 çула çитиччен туя тытса курман
Красноармейски районĕнчи Васнар ялĕнче пурăнакан Валентина Егоровна Новоселова нумаях пулмасть 100 çул тултарнине паллă турĕ.
100 çулти кинемей патне хăнана пĕрле кайма районти библиотека тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Любовь Яковлевна Волковăна та чĕнтĕм. Иккĕн кăмăллăрах тенипе мар. Вăл хисеплĕ Валентина Егоровнăн яланхи кĕтнĕ хăни – ун патĕнче час-часах пулкалать: ватă çынна мĕн те пулин туса пулăшать, ăшă сăмахпа йăпатса хăварать, кинеми вуланă кĕнекене е хаçат-журналта çырнине сÿтсе яваççĕ...