Комментари хушас

17 Нарăс, 2015

90 çула çитиччен туя тытса курман

Красноармейски районĕнчи Васнар ялĕнче пурăнакан Валентина Егоровна Новоселова нумаях пулмасть 100 çул тултарнине паллă турĕ.

100 çулти кинемей патне хăнана пĕрле кайма районти библиотека тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Любовь Яковлевна Волковăна та чĕнтĕм. Иккĕн кăмăллăрах тенипе мар. Вăл хисеплĕ Валентина Егоровнăн яланхи кĕтнĕ хăни – ун патĕнче час-часах пулкалать: ватă çынна мĕн те пулин туса пулăшать, ăшă сăмахпа йăпатса хăварать, кинеми вуланă кĕнекене е хаçат-журналта çырнине сÿтсе яваççĕ...

Район центрĕпе пĕрлешсех кайнă Васнар ялĕн Шетмĕ урамĕнчи 27-мĕш çурт ĕлĕкхи чăвашсен тăпăл-тăпăл килне аса илтерет. Ытти ватăсем пек алăкĕсене вăр-вар питĕрсе лартман Валентина Егоровна. Малтан асăрхаттармасăр пытăмăр пулин те хăнасем килессе туйнă пулĕ-ши? Килкарти енчи чÿречерен шаккаса сас панă хыççăн кинеми хулăн тумтир тăхăнмасăрах хирĕç тухрĕ. Любовь Яковлевнăна вăл тÿрех палласа илчĕ-ха - эпĕ кам пулнине вара Любовь Яковлевнăн ăнлантарма тиврĕ. Чылайранпа курнăçманчĕ çав. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.