Хурăн йĕке нумайччен çаврăнать Мĕншĕн?
- Йывăçăн чунĕ пурах тетĕп. Атту çын кăмăлне ăçтан систĕр-ха вăл? Юмана пырса ыталасан вăй кĕрсе каять. Çăка çынна лăпкăлăх кÿрет. Лаштра йăмра вара чуна лăплантарать. Ăвăспа тирек айĕнче ним çукран ăш вăркама пуçлать. Эпĕ йăмраран тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Хăйĕн ĕмĕрĕ иртсен те çынна усă кÿресчĕ тенĕнех туйăнать вăл мана: хуçăлса ансан та "хăть каçă пуламччĕ пĕреххут" тенешкел çырма урлă выртать. Чăвашра: "Юмана - арçын йывăçĕ, çăкана хĕрарăмăн", - теççĕ. Апла пулин те эпĕ ытларах çăкана кăмăллатăп. Çемçе йывăç вăл, унтан темĕн те ăсталама пулать, юман вара хытăрах. Йывăç татăкĕн вара чунĕ пур-ши? Вăт кун пирки нихăçан та шухăшламан. Анчах эпĕ пĕр чăнлăха лайăх пĕлетĕп: ĕçе юратса пурнăçласан çав йывăç татăкĕнчен темĕн те ăсталама пулать! Йывăç вăл тимĕр пек мар, çынна ăшă кÿрет, - ăнлантарать мана Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Тури Карапашра пурăнакан 82 çулти Виталий Ефремов. Виталий Владимирович йывăçран темĕн те пĕр ăсталать.
- Ак, ку хапхана та хамах тунă! - çĕкленÿллĕ кăмăлпа пĕлтерчĕ те вăл мана кил картине кĕртсе кĕçналăка яри уçрĕ. Унтан хăйĕн юратнă вырăнне - ăсталăх лаççине - кĕрсе курма чĕнчĕ. Алăк уратине ярса пуссанах сăмсана ырă шăршă кÿ! çапрĕ - сухăр шăрши.
- Мастерскойри столяр станокне те хамах ăсталанă. Унпа ĕçлесе хамăн ĕмĕрте икĕ пÿрт лартрăм. Ав, стена çинче çакăнса тăракан савасене те хамах тунă. Ку çеç-и? Ялти çынсем валли те чылай ăсталанă. Малалла вулас...
Комментари хушас