Комментари хушас

29 Ака, 2015

Хĕл иртет те - çуркунне çитет...

Ак ĕнтĕ хĕл те иртсе кайрĕ. Тахçан нихăçан та вĕçленес çук пек туйăннăскер.

Ансат пулмарĕ иртнĕ хĕл Раççейшĕн. Раççейшĕн пулсан - Чăваш Еншĕн те, паллах. Сăмси умĕнчи паха апата çăтса яма кăшт кăна ĕлкĕреймен акулăна аса илтерекен Америка хистенипе Европĕрлĕхе кĕрекен çĕршывсем санкци хыççăн санкципе юнарĕç пире, нефть йÿнелмеллипех йÿнелчĕ, тенкĕ кунсерен «çăмăлланса» та «сумсăрланса» пычĕ. Пĕрисем чăтаймарĕç - «Караул! путатпăр!» тесе кăшкăрма та пикенчĕç.

Украини хăй ниепле те лăпланаймасть - Минскра алă пусса çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçа кĕртмест. Çитменнине хĕл иртеспе Мускав варринче Борис Немцова персе вĕлерчĕç /пĕрисем çак хура та тискер, питех те таса мар ĕç пуласса кĕтсе çеç пурăннă тейĕн - тÿрех асар-писер шăв-шав çĕклерĕç, «Немцова Кремль хушнипе вĕлернĕ!» тесе çухăрчĕç.../

Юрать-ха, Халăхăмăр пирĕн - ăслă, юрать-ха ăна, тĕрлĕ йышши провокаторсене хăйĕн пурнăçĕнче пайтах курнăскере, улталама пĕрре те çăмăл мар паян.

Юрать-ха, пирĕн, çĕршывăмăра чунтан юратакансен, ăна ырă сунакансен, кирлех пулсан уншăн пурнăçăмăрсене те пама хатĕрскерсен, Владимир Путин пур.

Шăпах Владимир Владимировича шанни, ĕненни, унăн иксĕлми пысăк хăвачĕпе çынлăхне туйса тăни пулăшрĕ пире, ман шутăмпа, иртнĕ хĕлле пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме. Тав Турра - тенкĕ те йÿнелнинчен ытларах йÿнелмерĕ, «çăмăлланнинчен» ытла «çăмăлланмарĕ», экономикăпа промышленноç та, ялхуçалăхĕпе культура та шыв айне лекнĕ вут пуленккисем пек сÿнмерĕç. Пачах та урăхла - çав Америкăсăр пуçне никама та кирлĕ мар санкцисене пула эпир «хамăр хуçалăхра» халиччен асăрхаманнине асăрхама, шута хуманнине шута хума пуçларăмăр. Иккен эпир - хамăр пуянлăхпа усă курма та пĕлетпĕр, пултарулăхăмăр та çителĕклех! Иккен пирĕн юратнă çĕршывăмăр нефтьпе газ сутса тунă укçана пула çеç аталанман! Аталанмасть те!..

...Паллă ĕнтĕ: хăйне хăй хисеплемен çынна никам та хисеплемест. Çакнах уйрăм халăхсем, уйрăм çĕршывсем пирки те калама пулать.

Ав, Раççей хăйне хăй хисеплеме, хăйне хăй хаклама пикенчĕ те - ăна ыттисем те хисеплеме-хаклама пуçларĕç /курайманни те пурăнан пурнăçра час-часах хакланине, шута хунине пĕлтерет/.

* * *

Чăваш Ен - Раççейĕн пĕр пайĕ. Çутă та илемлĕ пайĕ. Раççей еплерех сывлать, Чăваш Ен те çавăн пек сывлать. Раççей ăçталла утать, Чăваш Ен те çавăнталла утать. Раççей тÿснине, паллах, Чăваш Енĕн те тÿсме тивет...

Çăмăл пулмарĕ, пĕртте çăмăл пулмарĕ Чăваш Ене те иртнĕ хĕлле. Пире те темпе те хăратрĕç, пире те пурте ялан ырă сунмарĕç...

...«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ пулнă май ман пĕлтĕрхи октябрьтенпе кашни тунтикун, ирхине, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн планеркинче пулма тивет. Çакă мана Чăваш Ен правительствипе унăн уйрăм членĕсем тĕрлĕ кăткăс лару-тăрура /ун пеккисем сахал мар пулчĕç иртнĕ çур çулта/ хăйсене еплерех тытнине пĕрре çеç мар хамăн куçăмпа курма май пачĕ. Аллăма чĕрем çине хурса калатăп: тухăçлă ĕçлерĕ хыçăмра тăрса юлнă пачах та ансат мар çурçуллăхра Чăваш Ен правительстви! Хурине «шурă!» темерĕ вăл, шуррине - «хура». Пурнăç кунсерен тенĕ пек кăларса тăратакан çивĕч ыйтусемпе проблемăсене чиперрĕн, ăнăçлăн татса пычĕ. Халăхран пытармасăр, халăхпа уççăн канашласа.

«Çирĕп алă» тытса тăракан правительство çеç тухăçлă ĕçлени, çитĕнÿсем тума пултарни пурне те паллă. Чăваш Ен Правительствине чылайранпа хăйĕн çирĕп аллинче тытса тăракан çынна та эпир лайăх пĕлетпĕр: ку вăл - Михаил Игнатьев.

Эпĕ çак статьяна республикăмăрăн Пуçлăхне юрас-килĕшес, йăпăлтатас тĕллевпе çырмастăп. М.В.Игнатьевпа вăл ертсе пыракан правительство пирки хам мĕн шутланине пĕлтерес килни хистерĕ мана çак йĕркесене çырма. Çук, тепĕр чух темле йывăр пулсан та юлашки вăхăтра М.В.Игнатьев та, чăваш правительстви те çухалса каймарĕç, пуçĕсене усмарĕç, малалла талпăнма пăрахмарĕç. Ку - тĕрĕсси! Çапла - татса паман çивĕч ыйтусем пайтах /ăçта çук вĕсем?/, çапла - экономикăпа финанс кризисĕ республикăмăршăн тĕрĕслев тапхăрĕ пулса тăчĕ, çапла...

Правительствăна та, республика Пуçлăхне те, вăл е ку министра та, «Хыпар» хаçат редакторне те... - критиклемелле, критиклесе тата лайăхрах та тухăçлăрах ĕçлеме хистемелле.

Анчах та пĕрисем критиклемеççĕ-çке! Вĕсем - тĕнчене кисретесшĕн, вĕсем мĕн пуррине чăл-пар аркатасшăн. Вĕсене нимĕн те килĕшмест - хĕвел те, уйăх та, çурхи ăшă кун та!.. Вĕсем нимĕн те курасшăн мар: пирĕн ăнăçусене, çĕнĕлĕхсене, ырă улшăнусене, лайăххине, халăхăн кăмăлĕ, шухăшĕ улшăнса, çирĕпленсе пынине.

... Питĕ хăйнеевĕрлĕ иртрĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн юлашки сессийĕ.

Малтанах сессие пуçтарăннă депутатсемпе хисеплĕ те сумлă хăнасене парламент ертÿçи Юрий Попов ăшшăн саламларĕ. Унтан Чăваш Ен 2014 çулта еплерех аталанни çинчен республика ертÿçи Михаил Игнатьев питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Яланхи пекех шуррине «шурă» терĕ, хурине - «хура». Пĕтĕмпех тĕрĕс: пысăк çитĕнÿсемпе ÿсĕмсем те пур, татса паман ыйтусем те çук мар. Унтан депутатсене сăмах пачĕç. Курасчĕ сирĕн - еплерех кĕтнĕ вĕсенчен хăшĕ-пĕри çак саманта! /Ара, кун пек демократи Раççейре нихăçан та пулман* ăçта пăхан унта - политика партийĕ халь, парламентсенче - фракцисем/.

Уйрăмах Кулагин текенскер /ЛДПР/ ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ - правительство çуртĕнчи саунăна та аса илчĕ вăл, Шупашкар районĕпе Муркаш районĕнче ÿссе çитĕнекен чăваш ачисем валли тăвакан çĕнĕ шкула та... Тăхтăр-ха, тăхтăр!.. Эп, мунча кĕмесĕр пĕр эрнерен ытла пурăнайманскер, питĕ ансат ыйту парасшăн: хоспотасем, мĕн япăххи пур саунăра-мунчара? Ман айван шутăмпала - Чăваш Енре мунча мĕн чухлĕ нумайтарах, çавăн чухлĕ лайăхрах! Пирĕн халăх яланах тасалăха юратнă, тирпейлĕхшĕн тăрăшнă, чун илемне хакланă.

Кунсерен, ниме пăхмасăр, çĕкленекен шкулшăн мĕншĕн ÿпкелемелле-хăртмалла тата Республика Пуçлăхне? Унăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри мар-и вара - çĕнĕ шкулсем, клубсем, садиксем, заводсем, стадионсем туса хута ярасси?!

Тав Турра - Чăваш Ен парламенчĕ кулагинсемпе моляковсенчен çеç тăмасть...

Иртнĕ сессире тухса калаçнă депутатсене илес пулсан, мана, сăмахран, уйрăмах Игорь Кушевпа Петр Краснов килĕшрĕç. Игорь Анатольевич шăпах «Единая Россия» пуçарнипе тата çине тăнипе республикăра вуншар çĕнĕ садик ĕçлеме пуçлани çинчен шÿт тенипе ăнăçлă та вырнаçуллă усă курса аса илтерчĕ /«Ачасем савăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕ - хĕпĕртет, пире аса илеççĕ-и, тав тăваççĕ-и - çук, паллах* пире ку кирлех те мар, чи пахи - ачасем савăнччăр, ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртетĕр...»/, кашни район физкультурăпа спортăн çĕнĕ объекчĕсем ÿссе ларнине палăртрĕ /«...Пире куншăн тав тăваççĕ-и? Çук, паллах!.. Чи пахи - ачасем савăнччăр, сывлăхлă ÿсчĕр...»/

Петр Степанович вара республика ертÿçине Чăваш Енри хăшпĕр ялта халĕ те çаплах культура çурчĕ çуккине, е вăл усă курма юрăхсăр пулнине аса илтерчĕ, ку тĕлĕшпе çитес 2016 çулта çĕнĕ проект çирĕплетсе, ялсенче çĕнĕ культура вучахĕсене уçма кирли çинчен каларĕ. Депутат сĕнĕвĕпе М.В.Игнатьев çийĕнчех килĕшрĕ.

Ку тема мана мĕншĕн хумхантарать-ха? Мĕншĕн тесен, шел пулин те, ман тăван ялăм та - Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел - темиçе çул каярах тĕрлĕ сăлтава пула клубсăр, культура керменĕсĕр тăрса юлчĕ: çĕннине - вăхăтра туса пĕтереймерĕç, кивви, йывăçран туни, ерипен кивелсе çитрĕ.

... Сивĕ, хаяр хĕл иртет те - çуркунне çитет.

Çуркунне вăл - çĕнĕ ĕмĕтсем, тĕллевсем, çĕнĕ туйăмсем. Çуркунне вăл - Юрату!

Юратса пурăнар пĕр-пĕрне!

Эпир пурсăмăр та - ПĔР КИМĔ çинче тинĕсре ишекенсем.

Валери ТУРКАЙ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.