Archive - 7 Mar, 2014 - Хыпар

Юн кун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Общество палатин членĕсемпе - республика муфтийĕпе, Мускаври тата Центр регионĕнчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕпе Альбир Кргановпа, «Куç микрохирургийĕ» МНТКн Шупашкарти филиалĕн директорĕпе Николай Паштаевпа тата Чăваш Енĕн Общество палатин председателĕпе Леонид Шиминпа тĕл пулнă.

Çак сăмахсем ытларах янăрарĕç Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче иртнĕ поэзи каçĕнче. Уява хĕрарăм çыравçăсене йыхравланă. Ахальтен мар паллах: ара, кĕçех пĕтĕм тĕнче чиперуксене ăшă сăмахсемпе пĕрлех капăр чечек çыххисемпе, хаклă парнесемпе савăнтарĕ.

Паянхи чиперуксем пĕрешкел мар паллах. Çапах та хăйне евĕрлĕхĕпе çут тĕнчене тытса тăма пултаракан тĕреве йĕркелеççĕ. Пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурнăçăмăра илемлĕрех, пуянрах, хăтлăрах тума тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем илĕртÿлĕхе, чун ăшшине, ырăлăха çухатмасăр юратнă амăшĕсем, шанчăклă мăшăрсем шутланаççĕ, тăван кил ăшшине упрама пĕлеççĕ. Шел, кашнийĕн ырă енĕсене асăнса пĕтереймĕн. Пĕтĕмĕшле хаклава вара статистика çирĕплетет. Çакă пуш сăмах мар.

Pages