Archive - 7 Пуш, 2014 - Хресчен сасси

7 Пуш, 2014

Вăрăран çитĕнтересчĕ

Çитмĕл пилĕк çула кайрăм. Çирĕм çул каялла питомникран сакăр барбарис хунавĕ илсе карта хĕррипе лартса тухрăм. Лайăх кайрĕç вĕсем, çырлине те çисе савăнатпăр. Ял çыннисем те манашкал барбарис ÿстересшĕн, хунавне ыйтаççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ çырла вăрринчен хунав çитĕнтерес тесе тапаланатăп. Анчах усăсăр.

7 Пуш, 2014

Калча ÿстерме

Çĕрĕ лайăх пулсан калчи те çирĕп пулĕ. Кирек мĕнле çĕре те, лавккаран туяннине те, килти пахчаран илнине те сиенсĕрлетмелле. Мĕнле майпа-ха?

Шăнтса. Шартлама сивĕре тăпрана 30 кунран кая мар тытаççĕ. Çапах кун пек чухне те чир пуçаракансем пурте пĕтмеççĕ.

Вĕри шывпа пĕçертсе. Тăпрана вĕреме кĕнĕ шывпа сапса лайăх пăтратаççĕ, тимĕр патнус çине сарса 200 градус таран хĕртнĕ духовкăна 25-30 минутлăха лартаççĕ.

7 Пуш, 2014

Турат иртесси

Сивĕсем иртсен улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене иртме пуçлаççĕ. Çакна папкасем кÿпчесе кайиччен, сывлăш температури 0 градуса çывăх чухне тумалла. Малтан улмуççи туратне касмалла. Сивĕсем таврăнсан та вăл аптрасах каймасть. Сиенленнĕ, пĕр-пĕрне кансĕрлекен, шалалла ÿсекен туратсене иртмелле.

Хĕрлĕ тата хура хурлăханăн, крыжовникăн ватăлса çитнĕ, çĕр çийĕн тăсăлакан хунавĕсене сайралатмалла. Ытлашшисене тĕпĕнченех тункатине хăвармасăр касмалла.

7 Пуш, 2014

Шăмă сыппи канăçсăрлантарать

Хисеплĕ редакци! Сире çывхарса килекен Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăхлă пулма, пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп.

Нуша килнипе çыратăп. Пĕçĕ сыппи ыратнипе (коксартроз) шар куратăп. Операцисĕр тÿрлетме пулмасть терĕç. Тен, мана халăх меслечĕ пулăшĕ? 88 çулта эпĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

Петр Митрофанов. Муркаш районĕ, Отарккă.