Archive - 17 Раштав, 2014 - Хыпар

17 Раштав, 2014

Намăссăр!

Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ тĕп хулари «Ритуаллă пулăшу ĕçĕсем» МУП директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ 30 çулти Евгений Владимиров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă. Ăна ултавшăн тата коммерци енĕпе сутăннăшăн айăпланă.

17 Раштав, 2014

«Паян сывă-ха, ыран мĕн пулассине пĕлместĕп...»

Аллăмра - 70 çул ытла каялла çырнă çырусем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен янăскерсем. Вĕсем пурте тăван ялăмра - Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелĕнче - çуралса ÿснĕ Артем Базарнов çырнăскерсем. Эпĕ курман ăна. Вăл ялтан Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă çĕр ытла ентешрен çуррине яхăн каялла таврăнайманнисен йышĕнче.

Артем Базарнов 1916 çулта çуралнă. Елчĕк районĕн çар комиссариачĕ ăна çара ăсатнă. Сержант. 1942 çулхи августăн 4-мĕшĕнче Тверь облаçĕнчи Зубцовское районĕнчи Погорелое Городище ялшăн пынă çапăçура вилнĕ.

17 Раштав, 2014

«Итлĕр-ха, эпĕ чăлах мар вĕт...»

Пирĕн корреспондент тĕп хулара ĕç шыранă

Çитет... Çитет тĕнче касса çÿресе. Мускавра монолит çуртсем хăпартрăм, Чулхулара ача сачĕ купаларăм, Инçет Çурçĕрти Ямалта çул турăм. Ютра пилĕк авма, чура вырăнĕнче туйма çаплах çирĕмри яш мар, аллăран иртнĕ, мăнуксем «асатте» тени килтех юлма хистет.

17 Раштав, 2014

Купăста йÿçĕтме кая юлман-ха

«Хăвăрт» купăста. Купăстана улăм пĕрчи пек турамалла, кишĕре шултра теркăпа хырмалла. Хутăштармалла, витрене хумалла. Купăста шывĕ ямалла. Ăна хатĕрлеме вĕретсе сивĕтнĕ 3 литр шывра пĕчĕкрех 2 стакан шултра йышши тăвар тата 1 стакан сахăр песукĕ ирĕлтермелле. Купăста хунă витрене ямалла, пахча çимĕçе йывăр япала хурса пусăрăнтармалла. Купăста темиçе кунранах çиме хатĕр пулса çитет.

Тутлă купăста. 3 килограмм купăста, 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ хĕрлĕ пăрăç, 2 пуç ыхра, 3-4 кишĕр кирлĕ.

17 Раштав, 2014

Хаклă пурлăх тупрăм

Теччĕри чăваш наци культура центрĕн председателĕ Владимир Вериялов хирĕçре пурăнакан Лизук аппа чăваш юррисене юрлани çинчен каласа панăччĕ. Анчах та эпĕ унпа кăçалччен тĕл пулса калаçаймарăм.

17 Раштав, 2014

«Çумра çук пулсан та - чунра пур»

Юрий Ендеева ентешĕсем манмаççĕ. «Паттăр ячĕ ĕмĕре», «Паттăрлăх вилĕмсĕр» - теççĕ халăхра. Паттăр салтак - çывăх çыннисен, тăванĕсен, юлташĕсемпе тусĕсен, ял-йыш асăнче яланлăхах юлать. Çакна Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра тепĕр хут курса ĕнентĕм.

Pages