«Паян сывă-ха, ыран мĕн пулассине пĕлместĕп...»

17 Раштав, 2014

Аллăмра - 70 çул ытла каялла çырнă çырусем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен янăскерсем. Вĕсем пурте тăван ялăмра - Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелĕнче - çуралса ÿснĕ Артем Базарнов çырнăскерсем. Эпĕ курман ăна. Вăл ялтан Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă çĕр ытла ентешрен çуррине яхăн каялла таврăнайманнисен йышĕнче.

Артем Базарнов 1916 çулта çуралнă. Елчĕк районĕн çар комиссариачĕ ăна çара ăсатнă. Сержант. 1942 çулхи августăн 4-мĕшĕнче Тверь облаçĕнчи Зубцовское районĕнчи Погорелое Городище ялшăн пынă çапăçура вилнĕ.

Салтакăн çырăвĕсем ывăлĕн Базарнов Иван Артемовичăн килĕнче упраннă. Ялти библиотека ертÿçи Ираида Ермакова, Аслă Çĕнтерĕвĕн черетлĕ юбилейне халалланă мероприятисем ирттерме хатĕрленнĕскер, вĕсене вулавăша илсе пынă. Вăхăт иртсен Иван Артемович ашшĕпе çыхăнтаракан çырусене каялла илсе кайнă, вĕсемпе сывпуллашас темен. Çапах та тем вăхăтран библиотекăна хăех тавăрса панă: "Кунта шанчăклăрах, яланлăхах упранĕç",- тенĕ. Йăнăшман. Иван Базарнов та текех çук ĕнтĕ пирĕн хушăмăрта.

Ашшĕн çырăвĕсем вара... Вĕсем ывăлне пĕлнĕ çынсене çеç мар, пĕтĕм ял-йыша, çитĕнекен ăрăва тата пуласлăхрисене те кăсăклантарĕç.

Фронтран янă пилĕк çыру упранса юлнă. Паллах, ытларах чухне вĕсене меллĕ самантпа усă курса, çапăçу хирĕнче шăпланнă вăхăтра шăрçаланă ĕнтĕ. Çырусем тăрăх Артем Данилович сăмах ваклама юратакан, ял-йыш, хуçалăх пурнăçĕпе кăсăкланакан çын пулни паллă. Хăй вăрçа тухса кайсан кун çути курнă ывăлне ачашласа ÿстерме ĕмĕтленнĕ. Ун пирки тата ытти çинчен ентешĕмĕрĕн çырăвĕсене вуланă май тĕплĕнрех пĕлĕпĕр.

Паллашар-ха эппин вĕсемпе.

 

"Çыру

1942-мĕш çулти апрелĕн 23-мĕшĕнче ырă куна ырласа, шурă хута хуратса, атте сана чунтан-вартан юратса питĕ пысăк командирски хĕрÿллĕ салам яратăп, ырлăхпа-сывлăхпа пурăнма сунатăп.../Çак сăмахсенех амăшĕ, мăшăрĕ Надиш, хĕрĕ Лидия, кÿршĕ-аршă, çавăн çывăх тăванĕсен ячĕпе те çырнă - Авт./.

Хамăн пурнăç пирки çырса пĕлтерем-ха: 1942 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче вăрçа кĕтĕмĕр, нимĕçсене хăваларăмăр. Пульăсем шултăра çумăр çунă пек шăхăрчĕç. Самолетсенчен вĕçĕмсĕр бомба пăрахрĕç. Çапах та çапăçуран ăнăçлă тухрăмăр, пĕрин урине çеç осколка амантрĕ. Манăнне те сулахай пĕçĕри шăлавара, пуçри çĕлĕке шăтарса кайнăччĕ, анчах çăкăр çимелĕх тата пурăнмалăх кунăм вĕçленмен иккен-ха. Халĕ канма илсе тухрĕç...Лидана аван пăхăр, ан хĕнĕр, апата вакă-вакă çиет тесе ан вăрçăр. Анне, эсĕ ăна выляма илсе кай, çавăтсах çÿре, шыва е пусса ан кайтăр. Сантали е пушмак çĕлетсе парăр, çĕтĕк ан çÿретĕр. Лида, маттур хĕрĕм, аван ÿс.

Тата çакна та çырам-ха. Май уйăхĕнче Надиш çăмăлланмалла. Чипер çăмăллансан кĕçчина тăвăр. Сăра е эрех туса хурăр, пасар эрехĕ пĕр четвĕрт çитет, сăра 7-8 витре вĕрететĕр пуль. Çуллахи кун юр-варне укçалла илмелле мар. Хунчăкăм арăмне, инкене, Альшихри кукамая чĕнĕр. Атте, астăватăн пуль: хамăр кайса ĕçсе çинĕччĕ... Сиртен çыру чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

23.04.42 çул".

* * *

"Ырă куна ырласа çыратăп çыру. Пурне те, çав шутра пĕчĕккине те, командирский хĕрÿллĕ салам яратăп.

Атте-анне, Надиш, Лида хĕрĕм, мĕнле пурăнатăр? Сире мĕнле йывăр пулсан та хальхи вăхăтра пырса пулăшаймастăп. Ку тарана çитсе те сиртен çыру илеймерĕм. Пурнăçра тем те пулнă: вăрçăннă та, кÿрентернĕ те пулĕ. Каçарăр.

Хамăн хыпара çырса пĕлтерем: вăрçа урăх кĕмен-ха, канатпăр.

Колхозра кам мĕнле вырăнта ĕçлет? Кам-кам çара кайнă? Йăлтах çырса ярăр. Улма акрăра, шăтăкран кăлартăра? Колхозран миçе пăт тырă илтĕр? Хăш бригадăра ĕçлетĕр? Çырса ярăр.

11.06.1942 çул".

* * *

"Çыру.

1942-мĕш çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче çыратăп çыру шурă хута хуратса. Халĕ манăн Ванькка пур. Эпĕ ăна курман та-ха. Çемйипех сăн ÿкерттерсе ярса парăр. Инкесене те, эртельтисене те, колхозра ĕçлекенсене те, ял-йыша та, пурне те манран, Базарнов Артемий Данилович сержантран, командирский хĕрÿллĕ салам.

Атте, анне, Надиш, Лидапа Ваньккана аван пăхăр. Çиес çăкăр пулсан эпĕ таврăнатăпах, ун чухне питĕ аван пурăнăпăр... Килти, ялти хыпара веçех çырса ярăр. Надиш, аттепе аннене сума су. Сывă пулăр. Алă тытас вырăнне алă пусатăп: Базарнов".

Тата икĕ çырăвне хăçан çырнине палăртаймарăм. Пĕри, кăранташпа çырнăран, сăтăранса пĕтнĕ тата ытла та кĕске. Васканă курăнать. Çак йĕркесене çеç вулама пултартăм:" Килти хыпара нимĕн те пĕлместĕп. Çырса ярăр. Эпĕ паян сывă-ха, ыран мĕн пулассине пĕлместĕп..."

Пичете Надежда СМИРНОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.