Комментари хушас

17 Раштав, 2014

Купăста йÿçĕтме кая юлман-ха

«Хăвăрт» купăста. Купăстана улăм пĕрчи пек турамалла, кишĕре шултра теркăпа хырмалла. Хутăштармалла, витрене хумалла. Купăста шывĕ ямалла. Ăна хатĕрлеме вĕретсе сивĕтнĕ 3 литр шывра пĕчĕкрех 2 стакан шултра йышши тăвар тата 1 стакан сахăр песукĕ ирĕлтермелле. Купăста хунă витрене ямалла, пахча çимĕçе йывăр япала хурса пусăрăнтармалла. Купăста темиçе кунранах çиме хатĕр пулса çитет.

Тутлă купăста. 3 килограмм купăста, 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ хĕрлĕ пăрăç, 2 пуç ыхра, 3-4 кишĕр кирлĕ.

Купăстана кучанĕнчен тасатса 10-12 пая пайламалла. Эмальленĕ кастрюле хумалла, хĕрлĕ пăрăç сапмалла. 5-6 шăл ыхра, теркăпа хырнă кишĕр хушмалла. Тепĕр сий купăста хумалла, каллех пăрăç, ыхра, кишĕр сапмалла. Вĕрекен маринад /çур литр шыв, 2-шер апат кашăкĕ сахăрпа тăвар, çур стакан ÿсен-тăран çăвĕ, 100 грамм уксус /столовăй/, 3 лавр çулçи, ырă шăршăллă пăрăç 6 пĕрчĕ/ ямалла. Купăстана йывăр япалапа пусăрăнтармалла. Ăна 2 талăк ăшă пÿлĕмре тытмалла, ун хыççăн сивĕтмĕшре е нÿхрепре упрамалла.

Купăста хĕрлĕ кăшманпа. Эмальленĕ 1 витре хатĕрлеме 8 килограмм купăста, 100-шер грамм ыхрапа хĕрен, вĕтетнĕ петрушка, 200 грамм хĕрлĕ кăшман, хĕрлĕ пăрăç /йÿççи/ 3 штук кирлĕ.

Маринад валли: 4 литр шыв, 200-шер грамм шултра йышши тăвар тата сахăр песукĕ.

Пахча çимĕçе çуса тасатмалла. Купăстана 200-300 грамлă касăксем туса касмалла. Ыхрапа петрушкăна вĕтетмелле, хĕрене шултра теркăпа хырмалла, хĕрлĕ кăшмана тăваткăлласа турамалла. Çимĕçе витрене тултармалла.

Палăртнă чухлĕ шыва вĕретмелле, кăштах сивĕнсен купăста çине ямалла. Хупăпа хупласа йывăр япала хумалла. Витрене 18о температурăра 48 сехет тытмалла, ун хыççăн сивĕ вырăна лартмалла. 5 кунран купăстана çиме юрать.

Провансаль купăста. Провансаль купăста хатĕрлемешкĕн касăксемпе йÿçĕтнĕ купăстана турамалла /3-4 сантиметр тăршшĕ/. Тĕрлĕ техĕмлĕх хушмалла. Тĕслĕхрен, 3 килограмм купăста, 400-шер грамм сахăр песукĕ, ÿсен-тăран çăвĕ, 5 грамм горчица çăнăхĕ, 250 грамм шур çырли, йÿçĕтнĕ панулми кăштах /турамсемпе/. Тутине кура лимон йÿçекĕ хушма юрать. Çаксене веçех хутăштармалла. Хутăша вĕрилентернĕ кĕленче савăтсене тултармалла. Сивĕ вырăнта упрамалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.