Комментари хушас

17 Раштав, 2014

Намăссăр!

Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ тĕп хулари «Ритуаллă пулăшу ĕçĕсем» МУП директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ 30 çулти Евгений Владимиров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă. Ăна ултавшăн тата коммерци енĕпе сутăннăшăн айăпланă.

Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн çĕршывра кашни çынна вилсен пытарма тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерессине гарантиленĕ. Çакна тата Шупашкар хула администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тĕп хулари 5-мĕш масарта вилнисене пытарма чарнине пĕлнĕ пулин те Владимиров çынсене хăйĕн хупă масарта вилнисене пытармалли полномочисем пурри пирки улталанă. Çакăншăн укçа кăна тÿлемелле. Çавна май вăл икĕ хĕрарăмран вĕсен вилнĕ тăванĕсем валли лаптăксем уйăрнăшăн 40 пин тенкĕ илнĕ. Укçана хăйĕн кĕсйине чикнĕ.

Унсăр пуçне Владимиров муниципалитет предприятийĕ «Металлид» ОООпа килĕшÿ туса ĕçленине пĕлнĕ. Асăннă фирма «Ритуаллă пулăшу ĕçĕсене» вил тăпри тавра тытакан картасемпе тивĕçтернĕ. Çав картасемшĕн вăхăтра укçа куçарма тата малашне те çыхăну тытса ĕçлемешкĕн шантарса вăл «Металлид» гендиректорĕнчен маларах туяннă кашни карташăн пĕрер пин тенкĕ укçа саккуна пăсса илнĕ. Пĕтĕмпе - 190 пин тенкĕ.

Суд Владимирова Уголовлă кодексăн икĕ статйипе айăпласа 3 çул та 6 уйăхлăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма, 1,9 млн тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.

Сергей ПАВЛОВ,

ЧР прокуратурин коррупцие хирĕç саккунсене пурнăçлассине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.