Archive - 25 Çĕртме, 2018

25 Çĕртме, 2018

Чыса тивĕçмен Кĕсре

Çитрĕ вăхăт акана тухма:
Пиçнĕ çĕрсене суха тума,
Кĕр тыррисене апат пама,
Сĕлĕ, тулă, хура тул акма...
Вăхăчĕ, чăнах та, çитнĕ,
Тульккăш ĕçлекенĕсем
таçта-çке çĕтнĕ:
Чăмăр купарчаллă ăйăрсем те çук,
Вăй питти тихи-лаши те çук...
Юлнă кĕç хăмламалли Кĕсре,
Пĕр-пĕччен тăрать вăл витере.
Мĕн тăвас тен, вăхăчĕ кĕтмест,
Акмасассăн нимĕн те ÿсмест.
Кĕç хăмламалли Кĕсре
суха пуçне туртса
Тухрĕ пĕчченех кăштăртатса.
Сухаларĕ, акрĕ, сÿрелерĕ,
Ыттисем килсе
пулăшасса кĕтмерĕ...

25 Çĕртме, 2018

Шурă хурăн

Пÿрт. Икĕ чÿрече. Шур хурăн умĕнче.
Сăн кĕртнĕ ун кăтри çав кив çурта.
Ман тăлăх чуншăн та ĕмĕрĕнче
Нумай вăл çутнă кĕлтуса çурта.

Пулсан та тусăн хÿттинче аван,
Çунатчĕ пурпĕрех черчен ăш-вар.
Йÿç чăнлăх маншăн халĕ те тăван,
Унпа çырлахнă эпĕ — янавар.

Анне хывса унанă çăкăрне
Нĕрлетчĕ сентрене тулăхласа.
Начар туман тĕпелĕнкукрине
Юс шăрчăк та илемлĕ авăтса.

Асаилÿ ачалăх тĕнчинче
Çаплах çырать роман сăвăласа.
Каллех кăтраллă хурăн...
Юрлатăр-им романс савăнтарса?

25 Çĕртме, 2018

Ехрем хуçа

Шупашкарта пуян çынсен — Астраханцевсен, Алатырцевсен, Бронниковсен, Дрябловсен, Иевлевсен, Игумновсен, Тавринсен тата ыттисен — XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче çĕкленĕ чаплă та пуян кермен пулман мар, уйрăмах аслă ю

Pages