Archive - 21 Jun, 2018

Хăнасем -33 регионтан
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче — Республика кунĕ. Ăна уявлассипе çыхăннă мероприятисене йĕркеленĕ май ЧР Пуçлăхĕ «Праçник — влаçшăн мар, халăх валли» принципа шута илме ыйтнă. Тунтикун иртнĕ канашлура çывхаракан уяв программине тишкернĕ.

Хĕвекле çимĕç пĕçерет, Хĕлимун çисе пĕтерет. Çак тупмалли юмахăн хуравне пĕлетĕр-и? Çулла! Çулталăкри чи ăшă вăхăт. Çулла урамра тин хуçаланма тытăнчĕ-ха. Çынсем тăр-тăр чĕтренипе хĕллехи çÿлти тума тăхăнманни кăна.

Чĕлхе Киева илсе çитерет теççĕ. Шупашкарти Анна Вожевскаяна вара чĕлхе мар, ташă Бразилие çитме пулăшнă. Ĕненетĕр-и?
Чăн пурнăçра та сериалти пек

Республикăра хĕрÿ тапхăр — çураки — вĕçленчĕ. Тухăç мĕнле пуласси вăрлăха хăçан акнинчен, çанталăкран килет. Ешерсе хăпаракан калча хресчен кăмăлне çĕклет. Тăрăшни харама ан кайтăр çеç. Тухăçа ăçта тата мĕнле вырнаçтарасси çĕр ĕçченне халех шухăшлаттарать.

Ырă кăмăллăх ĕçне аталантарас тĕллевпе патшалăх шайĕнче грантсем парса пулăшаççĕ. Ахаль çынсен хушшинче иртекен Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен конкурсĕнче Чăваш Енрен тăратнă 17 проекта пурнăçламашкăн укçа уйăрчĕç.

Сирĕн пата эпĕ те чун ыратнипе çыратăп. Хаçат маншăн пĕртен-пĕр йăпану пулса тăчĕ. Килти йывăрлăхсем çинчен манма пулăшать вăл. Пурте телефон, компьютер умĕнче ларнă чухне эпĕ алла хаçат тытатăп.

Брусчаткăна килтех хатĕрлеме пулать. Ăна тума хăйăр, цемент, шыв, тĕс кĕртмелли ятарлă сăрă, хутăша хытараканни ªзатвердительº, пластификатор тата хутăша ямалли форма кирлĕ. Вĕсене йăлтах çурт-йĕр хăпартмалли тавар сутакан лавккара туянмалла.

Баклажана иккĕмĕш çул çеç лартса ÿстеретĕп. Ăна пăхассине помидортан урăхларах йĕркелемеллине ăнкартăм. Çак пахча çимĕçе епле пăхмалли çинчен çырса кăтартайăмăр-ши?
Вулакан ыйтăвне Альбина ЕГОРОВА агроном хуравлать:

Pages