Комментари хушас

21 Çĕртме, 2018

Кахал арçынпа пурăнса ывăнтăм

Сирĕн пата эпĕ те чун ыратнипе çыратăп. Хаçат маншăн пĕртен-пĕр йăпану пулса тăчĕ. Килти йывăрлăхсем çинчен манма пулăшать вăл. Пурте телефон, компьютер умĕнче ларнă чухне эпĕ алла хаçат тытатăп. Хаçат маншăн — çын пекех, унăн чунĕ пуррине туятăп, çавăншăн çырăнатăп та.
Çынна канаш пама, «çапла ту» теме çăмăл. Анчах татăклă утăм тума, пурнăçа улăштарма пĕртте ансат мар. Эпĕ 40-рен иртнĕ хĕрарăм. Кахал упăшкапа пурăнса ывăнтăм. Алли ĕç патне пыман арçынпа ялта питĕ йывăр. Хăйĕн ĕмĕрĕнче нушник туса курман çын вăл. Эпир колхоз панă хваттерте пурăнатпăр, сарайĕ те патшалăх туса пани. Çынсем хушма çурт купалаççĕ, çĕнĕ тăрă витеççĕ, чаплă хапха лартаççĕ… Эпир кăна ĕлĕкхилле пурăнатпăр. Арçын 10 çула яхăн ĕнтĕ йĕркеллĕ ĕçлемест. Вăл хулари пек канлĕ пурăнать, кăнтăрлаччен çывăрать. Кунĕпе çÿпĕ те хускатмасть: е телевизор, е компьютер умĕнче. Эпĕ ялтах пысăках мар шалу тÿлекен вырăнта тăрăшатăп. Хама валли хăçан çи-пуç илнине астумастăп. Хальхи вăхăтра ачасене нумай кирлĕ. Ывăлпа хĕре çынран катăк çÿретес килмест. Пысăкрах япала та кивçене кĕмесĕр туянаймастăп. Пĕр çын укçипе тăваттăн сыпăнкалатпăр.
Ниçта ĕçлеменнине кура арçыннăн выльăх пăхма тухасчĕ. Каланин усси çук, хăнк та тумасть. Компьютер умĕнчен хăпаймасть, кунĕн-çĕрĕн вăйă вылять. Ăçтан тупăнчĕ çав интернет? Ачисем те телефона алăран ямаççĕ. «Анне, укçа хур-ха», — тесе халтан яраççĕ. Хирĕçлейместĕп, урок тума кирлĕ имĕш. Ачасем ÿссен пулăшакан пуласса шаннăччĕ. Пăхатăп та, хальхи çамрăксем ĕçлессишĕн хыпаланмаççĕ иккен. Е эпĕ пурнăçран юлнă-ши? Килте виççĕшĕ те урса кайса телефон экранĕсене шуçтараççĕ, пуç çĕклемеççĕ. Эпĕ вĕсемшĕн пур-и, çук-и — палли çук.
Ачасене хĕрхентĕм, пĕчĕкрен ĕçе кÿлмерĕм. Пире атте-анне пĕртте ахаль лартман, ялан мĕн те пулин тума хушатчĕ. «Нуша килсен вĕренĕç, хам та темех ĕçлемес-иç», — тесе хĕре урай çутармарăм, ĕне сутармарăм. Ывăлне вара ашшĕ ырă тĕслĕх кăтартмарĕ. Халĕ акă вĕсене шеллени хама килсе çапрĕ. Сирĕн хаçатра лайăх çемьесем пирки вулатăп та вĕсем тĕрĕс воспитани пама пĕлнишĕн савăнатăп. Эпĕ апла пултараймарăм… Пĕр-пĕр ĕç тумалла тесенех пирĕн килте тавлашу пуçланать. Кĕтÿ кĕртме те йăпăр-япăр тухмаççĕ. Утă вăхăчĕ çитсен пĕри те хускаласшăн, тапранасшăн мар. Пĕччен çур анкарти утă пуçтарнă хыççăн тин кĕрепле-сенĕк йăтса тухаççĕ. Пĕртен-пĕр ĕне пур та ăна та упăшка сутма хистет, кайран мĕн çисе пурăнассине шухăшламасть. «Çур ял ĕнесĕр, выçса вилмеççĕ-иç», — тет. Ара, паллах! Пĕрисен икĕ пенси укçи килет, теприсен упăшки те, арăмĕ те лайăх ĕçлесе илеççĕ… Çавсем пирки калама пуçлатăп кăна: «Ялан укçа çитмест сана! Хăçан тăранатăн! Туп, туп пуянни, кам чарать? Тух та кай», — тесе хăр-хар кăшкăрса тăкать. Кÿренмелле мар-и? Эпĕ килте те ахаль лармастăп-çке. Кунĕпех пахчара тăрмашатăп, чечексем ÿстеретĕп. Чун ыратнине çĕр çинче ĕçлесе ирттеретĕп. Апат-çимĕç илсе укçа тăкаклас мар тесе яланах мĕн те пулин тутли пĕçеретĕп. Хам апатланма ларнă чухне яланах пурне те сĕтел хушшине чĕнетĕп. Вĕсем вара пĕртте апла мар: хăйсем кĕрсе вырнаçаççĕ, эпĕ выçă-и, тутă-и — кăсăкланмаççĕ те, «анне, кил» тесе каламаççĕ. Мĕншĕн çапла хăйсене тытнине ăнланмастăп. Эпĕ ачасемпе йăваш. Вĕсем хыççăн чашăк-тирĕке çăватăп, çывăрса тăнă хыççăн вырăнĕсене майлатăп, çи-пуçне çуса якатса паратăп, пур-çук укçана вĕсемшĕн тăкаклатăп… Пурпĕрех юраймастăп. Пĕри те манпа ларса ăшшăн калаçмасть, 14,16 çулсенчи ывăлпа хĕр мана хаклама пĕлмеççĕ пек туйăнать. Те ÿсĕмĕ, те хальхи ачасем çавнашкал… Эпĕ пурнăçа пачах ăнланми пултăм. Упăшкапа пĕр çăвартан пурăнаймарăм, ачасемпе те пулин чун çыхăнăвне упраса хăварас тесе тăрăшатăп. Анчах вĕсем кашнийĕ хăйĕн тĕнчинче пурăнать, вăрттăнлăхĕсене мана пĕлтермеççĕ, чунĕсене уçмаççĕ.
Юрату çук çĕрте ачасен пурăнмалла мар тенине таçта вуланăччĕ. Арçынсене пырса тивекен тепĕр каларăш та килĕшет: «Ачăрсене телейлĕ ÿстерес тесен арăма телейлĕ тумалла». Мăшăрпа килĕшÿ çукки акă мĕн патне илсе çитерчĕ, ачасем ютшăнаççĕ, эгоист пулса мана ним вырăнне хумаççĕ.
Пурнăçа сая янăнах туйăнать. Пĕрлешнĕренпе 20 çул çывхарать. Мĕн тунă эпир мăшăрпа çак хушăра? Икĕ ача. Урăх нимĕн те. Çиессишĕн пурăннă-и? Çут çанталăк мана вăй-хал, сывлăх панă, темĕнле хура йывăр ĕçрен те хăрамастăп, йĕрĕнместĕп. Кунĕпе пĕр ана çĕр улми пĕчченех кăларатăп, пĕр анкарти утă çулатăп. Арçыннăн ялан темĕнле чир тупăнать, манăн кăна нимĕн те ыратмасть. Çамрăкрах чухне темĕн те тăвассăн туйăнатчĕ. «Атя çавна купалатпăр, атя сарай çĕклетпĕр», — тесе упăшка умĕнче тĕпĕртететтĕм кăна. Вăл манăн кăмăла кашнинчех путлантаратчĕ. Куççуль кăлармалла хыттăн калатчĕ. Кайран сĕнме те пăрахрăм, пĕрех усси çук. Ĕçленĕ чухне те вăл пур-çук укçине мана парса курман. Лавккана кĕрсех пĕтеретчĕ. Кашнин хăйĕн енчĕкĕ пулнине кура нухрат пуçтараймарăмăр.
Çын çинче эпĕ упăшкаллă хĕрарăм шутланатăп. Вăл юнашарри мана мĕн парать? Çак ыйтăва эпĕ хама кашни кунах паратăп. Эпир иксĕмĕр те пĕр-пĕрне чăрмантарса кăна пурăнатпăр. Тахçанах пĕрле çывăрма пăрахнă. Упăшкан ар вăйĕ çук. /Тен, урăх хĕрарăмсемпе апла мар, пĕлместĕп./ Тантăшсем манран çамрăк курăнаççĕ, капăр çÿреççĕ, упăшкисем туянса панă çăмăл машинăпа чупаççĕ… Хама пăхма пăрахнине упăшка та асăрхать. «Вобла пек типсе лартăн, ни унтан тытмалăх çук, ни кунтан. Хĕрарăм-и эсĕ?» — тесе кÿрентерет. Çамрăк чухне эпĕ апла марччĕ, тулличчĕ, куç çиçетчĕ. Мĕн турĕ манпа çемье пурнăçĕ? Хам пурăнма пĕлменнишĕн çапла пулчĕ-ши? Халь тин хам пирки шухăшламастăп та. Ачасем шкултан вĕренсе тухсан ăçта кайĕç, епле ура çине тăрĕç? Пуринчен ытла çакăн пирки пуç вататăп. Ашшĕ вĕсене пĕр пус парса пулăшаймасса пĕлетĕп-çке.
Шухăшлатăп та, Мускава каяс пуль тетĕп. Тĕрĕссипе, малтанах унта ĕçлеме май пурччĕ, ачасем пĕчĕкки тытса тăчĕ. Халĕ вĕсем ÿсрĕç ĕнтĕ. Ĕнепе хуть те мĕн туччăр. Тен, тинех мана хаклама вĕренĕç.
ЛИСУК.
Вăрнар районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.