Бразилири карнавала хутшăнмасть
Чĕлхе Киева илсе çитерет теççĕ. Шупашкарти Анна Вожевскаяна вара чĕлхе мар, ташă Бразилие çитме пулăшнă. Ĕненетĕр-и?
Чăн пурнăçра та сериалти пек
Аня телекуракана тыткăнлакан Бразили сериалĕсене ача чухне сери сиктермесĕр пăхнă. Хăйне евĕрлĕ, туйăмпа пуян пурнăçа сăнлаканскерсене çав тери кăмăлланă вăл. «Бразильянсем чăннипех кино çинчи пекех-ши?» — шухăшланă экрана тинкернĕ май. Бразилие çитсе курма, унти халăхпа курнăçма ĕмĕтленнĕскер паянхи кун Рио-де-Жанейрăра пурăнать. «Бразильянсен пурнăçĕ теленовеллăсенче кăтартнинчен пĕрре те уйрăлса тăманнине халĕ çирĕплетме пултаратăп. Вĕсем чăннипех сериалти пек: туйăмсене пытармаççĕ, шăнаран слон тăвасси йăлара. Бразили — пысăк çĕршыв. Раççейри пекех кунта тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Рио-де-Жанейрăра тĕпленнисенчен чылайăшĕн яваплăх туйăмĕ çуккине асăрхарăм, вĕсем ÿркенеççĕ, васкамасăр пурăнма хăнăхнă. Анчах ку йĕркеллĕ пулăм шутланать. Çав вăхăтрах вырăнти халăх уçă кăмăллă, тарават, хаваслă. Маншăн, тĕрлĕ çĕршывра пулса курнăскершĕн, бразильянсем — чи хаваслă, пурнăçа юратакан наци», — каласа кăтартрĕ икĕ çул каялла аякри çĕршыва куçса кайнă Анна.
Чăвашра çуралса ÿснĕ пике Бразилие лекнин ĕç-пуçĕ те интереслĕ. Шкула çÿреме пуçличченех пиччĕшĕпе бал ташшисене вĕреннĕ Аня пурнăç çулне çак енпе çыхăнтарма тĕллев тытнă. Кунсеренех вĕсем тренировкăсем ирттернĕ, ăмăртусене хутшăнса палăрнă. Пĕртăвансем партнерсем пек ташланă, республикăра чемпион ята та пĕрре мар çĕнсе илнĕ. 15 çул ташланă хыççăн пиччĕшĕ малашне спорт енĕпе аталанас тĕллевлине пĕлтернĕ. Аня, çакна кĕтменскер, тÿрех кулянса ÿкнĕ. «Чылай çул пĕр партнерпа ташланă хыççăн теприне хăнăхма çăмăл мар. Пичче текех ташламассине трагеди пекех йышăнтăм. Шупашкарта, пĕчĕк хулара, ун пек ăста ташлакан яша тупма йывăр. Ăна çĕнĕрен вĕрентме, хатĕрлеме вăй-хал та, вăхăт та çукчĕ», — калаçрĕ тĕнче шайĕнче ташласа палăракан пике. Пилĕк çул каялла вăл Бразили ташши — зук — пирки пĕлнĕ, унпа кăсăкланнă. Ун чухне Шупашкарта ташă преподавателĕнче тата пĕр организацире ĕçлекенскер каярахпа тĕрлĕ çĕршыва зук ташшине вĕрентме çÿренĕ. Тĕнчипе палăракан преподавательсемпе паллашни унăн пурнăçне улăштарнă. Бразилири вĕрентекен пĕрле, партнерсем пек ĕçлеме сĕнсен Анна тÿрех чăматан пуçтарма тăхтанă-ха. Виçĕм çул кăрлач уйăхĕнче вара хĕр çула тухнă. Хĕвеллĕ çĕршывра тĕпленме тĕллевлемен вăл ун чухне, темиçе уйăх пурăнма, ăсталăх шайне ÿстерме çеç шухăшланă. Хальхи вăхăтра вара хĕр тĕнчипех Бразили ташшисене вĕрентме тухса çÿрет, партнерсемпе ăсталăх класĕсем ирттерет.
Çĕр чĕтревне чăтса ирттернĕ
Самбо, румбо, ча-ча-ча, танго, ытти ташша ташлакан, çак искусствăна чунпа парăннă Аннăшăн пĕлтерĕшлĕ самантсен шутĕнче — пиччĕшĕпе Чăваш Республикин чемпионĕсен ятне тивĕçни. «Кирек епле çĕршывра та урок вăхăтĕнче вĕренекенсем çиçекен куçпа çăвар карса пăхни, вĕсен ташлас туртăм çурални кашнинчех мана телей кÿрет. Тĕнчипе вĕрентме, çынсене хавхалану кÿме май пулнишĕн хĕпĕртетĕп», — терĕ 32-ри ташăçă. Чун киленĕçне пула унăн кăткăс лару-тăрăва та пĕрре мар лекме тивнĕ. Пĕлтĕр Анна Мексикăра пулнă чухне çĕр чĕтреннĕ, чылай çын пурнăçĕ татăлнă, çуртсем ишĕлнĕ... Хăй сывă юлнăшăн Турра тав тăвать хĕр, ун чухнехи тапхăра пурнăçри тĕксĕм самантсемпе танлаштарать. Йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивнĕскере çывăх çынсемпе тус-юлташĕ ташлама пăрахма, Чăваш Ене таврăнма сĕннĕ. Анчах Анна парăнакансен йышĕнчен мар. Пĕтĕмпе пăрахса тăван тăрăха вĕçес шухăшсем çуралсан та ĕмĕтрен пăрăнмасть. Çине тăман тăк хальхи çитĕнÿсем пулмĕччĕç. Тăтăшах çул çÿревре пулма, вырăнтан вырăна куçма çăмăл маррине палăртрĕ вăл, калама кăна ансат. Документсене те чылай вăхăт хатĕрлеме тивет.
«Çĕнĕ вырăнта малтанхи вăхăтра питĕ йывăр килчĕ. «Эсĕ — вырăс, бразильянсене Бразили ташшисене вĕрентме килнĕ», — шухăшлатчĕç вырăнтисем. Ман вăя, пултарулăха ĕненместчĕç, мана йышăнасшăн марччĕ. Хамăн профессионал шайне çирĕплетме, кăтартма тиврĕ. Вĕсене те ăнланма пулать-ха, мĕншĕн тесен зук ташлама вĕрентекенсенчен ытларахăшĕ — бразильянсем. Халĕ ку тĕлĕшпе пĕтĕмпе аван, манăн пултарулăха кăмăллакансен йышĕ те ÿссех пырать», — шухăшне пайларĕ хĕр.
Чылай çĕршыв çыннисем Раççейре яланах хĕлле хуçаланать тесе шухăшлаççĕ. Бразилире те çакна ĕненеççĕ-мĕн. Вĕсен шучĕпе пирĕн çĕршывра пурте хăлхана хуплакан çĕлĕкпе çÿреççĕ тата... ирхи апат вырăнне эрех ĕçеççĕ. Пĕлĕшĕсем Аньăран кун пирки ыйтса пĕлмесĕр чăтайман, тĕрĕссине пĕлсен те ĕненме васкаман.
Раççейри кофĕне текех ĕçмест
Бразили паха та тутлă кофе туса илнипе тата чаплă футболистсемпе палăрнине пĕлмен çын çук-тăр. Унта чи массăллă уяв та, карнавал, иртет. Анна хаваслă мероприяти пирки те каласа кăтартрĕ. Карнавала çулталăкне пĕрре, нарăс уйăхĕнче, йĕркелеççĕ-мĕн, унăн «чĕри» — Рио-де-Жанейро, Бразилин тĕп хули. Унта тĕнчипех хăнасем пухăнаççĕ, тĕп уявра савăнмашкăн билетсен хакĕ йÿнĕ мар пулсан та халăх йышлăн пуçтарăнать. Карнавал çĕршыври кашни хулара, штатра иртет. Аня каласа кăтартнă тăрăх, карнавал вăхăтĕнче хаксем самай ÿсеççĕ, урам тулли çын хĕвĕшет. «Кунта куçса киличчен Бразилири карнавала эпĕ телевизорпа пăхнă тăрăх çеç хакланă. Илемлĕ костюм тăхăннă çынсем ташлаççĕ, юрлаççĕ... Тĕрĕссипе, ку мероприятин пĕчĕк пайĕ кăна. Тĕп уява лекейменнисемшĕн карнавал вăл — хула урамĕсенче мĕн пулса иртни. Ахаль çынсем тĕрлĕ костюм тумланса савăнаççĕ, ятарлă вырăнсенче музыка янăрать, ĕçеççĕ-çиеççĕ. Карнавал вăхăтĕнче урамра палламан çын чуп тума пултарать, ку — уяв йăлисенчен пĕри. Пытармасăр каласан, хулари шăв-шавшăн, хĕвĕшÿшĕнех çак мероприятие кăмăлламастăп, килтен тухма тăрăшмастăп е вăхăтлăха урăх хулана каятăп. Çакăншăнах пĕлĕшсем: «Эсĕ ăсран тайăлнă», — теççĕ, карнавала çав тери юратаканскерсем мана ăнланма пултараймаççĕ», — паллаштарчĕ вырăнти хăш-пĕр йăлапа Анна.
Бразильянсен çĕкленÿллĕ кăмăл вăрттăнлăхĕ питĕ пылак çимĕçсемпе сăйланнинче мар-ши? Унччен десерт юратнă Аня кунта унпа сăйланма май çуккине пĕлтерчĕ. Сахăр ытлашшипех яраççĕ-мĕн. Кофĕне те çаплах пĕçереççĕ. Кафере çак ĕçмене саккас парсан сахăр уйрăммăн ыйтсан лайăхрах. Анна Бразилири кофĕне тутаннă хыççăн Раççейре ăна ĕçмест. Тути те, пахалăхĕ те пач расна-мĕн. Вырăнти халăх апат нумай хатĕрлет, ăна сĕтел тулли лартать. Сăмахран, пĕр вăхăтрах çĕр улми, спагетти, рис пĕçереççĕ те ăна пĕр турилкке çине хураççĕ. Анлă сарăлнă блюдо — фижуада. Шалча пăрçипе рис. Ăна кунсеренех хатĕрлеççĕ. Чустаран янтăланă çимĕçе те, пастель, кăмăллаççĕ. Унпа какай, сыр, пахча çимĕç пĕçернине ăнлантарчĕ тĕнче касса çÿреме хăнăхнă Аня. Чăваш хуплăвĕшĕн тунсăхлаканскер Шупашкара çулталăкне икĕ хут çеç çитсе килме май пулнăшăн кулянать. Пĕр вăхăт Америкăра ĕçлесе пурăннăран çывăх вăхăтрах пике АПШна куçма тĕллевленĕ. Ăсталăх класĕ ирттермен çĕршывсем те юлнă-ха — Австрали, Çĕнĕ Зеланди тата Ази çĕршывĕсем. Унта та çитсе килме палăртнă пултаруллă ташăçă.
Нина ЦАРЫГИНА.
Анна ВОЖЕВСКАЯ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.