Комментари хушас

21 Çĕртме, 2018

Архипов утă типĕтет, Заволжский Сочире канать

Хĕвекле çимĕç пĕçерет, Хĕлимун çисе пĕтерет. Çак тупмалли юмахăн хуравне пĕлетĕр-и? Çулла! Çулталăкри чи ăшă вăхăт. Çулла урамра тин хуçаланма тытăнчĕ-ха. Çынсем тăр-тăр чĕтренипе хĕллехи çÿлти тума тăхăнманни кăна. Чăваш çăлтăрĕсене нимĕнле çанталăк та хăратмасть вара: хăшĕсем ăшă шыраса хĕвелпе пиçĕхме кайнă, теприсем вĕсем çуккипе усă курса концерт хыççăн концерт кăтартнă. «Çăлтăрсен Инстаграмри пурнăçĕ» рубрикăна çул! Халех веçех уçăмлататпăр.
Çулла тенĕрен… Сергей Кувшинов урамра ăшă пуласса кĕтсе ывăннă та «Простоквашино» мультфильмри сăнарсем — Шарик йытăпа Матроскин кушак — патне вĕçтернĕ. Хайхискерсене халалласа Çĕрпÿре тимĕр палăксем вырнаçтарнă-çке-ха. «Ах, аннеçĕм, анне» хитпа чапа тухнă юрăç вĕсенчен çулла хăçан çитессипе интересленнĕ, ятарлă видео ÿкернĕ. Матроскин ăна тепĕр эрне кĕтме ыйтнă. Пустуях кĕтнĕ Сергей Кувшинов — палăртнă вăхăтран çулла çитмен. Çакăншăн вăл кушака питĕ кÿреннĕ, хăйĕн ыйтăвне Шарика панă. Йытă палăртнă тăрăх, урамра çулла Республика кунĕнче тин хуçаланма тытăнĕ. Кунта та йăнăшрĕ Шарик — хĕвел халех хĕртсе пăхать. Нумаях пулмасть Шăмăршă районĕн арĕ Александр Ильин, Александр Сорокин юрăçсемпе пĕрле çăмăл промышленноç тытăмĕнче тăрăшакансене саламланă. Укçалла мар, «просто так!» «200 хĕрарăм, 3 арçын. Вăйлă вĕт? Вăйлă!» — палăртать Сергей Кувшинов. Хăй каланă тăрăх, кун пек «малинникра» вăл тахçантанпах пулман. Тутлă пĕçерме вĕренес килсен юрăçăн страницинче видеосене тишкерме сĕнес килет. Чалагач, шашлăк ăшалама, хашлама пĕçерме ухута вăл! «Пысăк хăнасене кĕтетпĕр», — тенĕ артист апат янтăламашкăн пахча çимĕç туранине ĕнентерекен видео айĕнче. «Пысăккисем, 2 метрлисем-и?» — интересленнĕ унран. «Пĕр метр та 80 сантиметр пулсан юрамасть пуль?» — ыйтнă тепри. Хуравне кĕтсе илеймен. Ахăртнех, тата пысăкраххисем килнĕ уява.
Чăваш эстрадинче чи чăнкă юрăç хĕрарăм кам пулнине пĕлетĕр-и? Диана! Унăн пултарулăхне хаклакансем мĕн тĕрлĕ ăшă сăмах çырмаççĕ-ши? Чи чăнкă юрăç хĕрарăм пулнине кăна мар, сасси янăравлине, хăй илемлине палăртаççĕ. Халĕ Диана чăвашла кăна мар, вырăсла та юрлама тытăннă. Нумаях пулмасть Юрий Спиридонов режиссерпа пĕрле юрă çыртарнă вĕсем. Халĕ евчĕ те пуласшăн. Веçех «Вĕçсе кай юрату», «Хĕлле» юрăсене шăрантаракан юрăç йăмăкĕпе пĕрле ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕке Инстаграмри страницине вырнаçтарнинчен пуçланнă. Ăна Типшĕм Сашук курнă та: «Йăмăку хăвăнах-и? Ăна манăн ывăлпа паллаштармалла», — тесе çырнă. «Паллаштаратпăр», — хуравланă Диана.
«Чăн поэт ака та тутăр, утă çултăр, вутă çуртăр, ĕçлесе çĕр юрă хывтăр», — тет Типшĕм Сашук паллă чăваш сăвăçин Çеçпĕл Мишшин сăвă йĕркисене яланах асра тытса. Çавăнпа сцена çине çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе тухакан артист нимĕнле ĕçрен те хăрамасть. Ĕненместĕр-и? Инстаграмри страницине кĕрсе курăр. Пăхатăн та, ĕнер Типшĕм Сашук ялта утă пуçтарнă, паян вара — хулара «тренажеркăра». Хул-çурăмне çирĕплетес тесе «тимĕр» çĕклет. Хăйĕнчен ывăлне Андрея та хăвармасть. Пĕчĕкскер те ашшĕнчен юласшăн мар, «тимĕре» вăшт! кăна йăтать. Чăннипе, Типшĕме малтан палласа та илеймерĕм. Мĕншĕн тетĕр-и? Çÿçне хырнă! Ăна кун пек курма хăнăхманнине палăртакансем те тупăннă. «Çÿç ăс мар вăл, 3 кунранах ÿсет», — çапла хуравланă «Мунча», «Кукка» юрăсене шăрантаракан юрăç. Нумаях пулмасть Типшĕм Сашук Çимĕк уявĕнче çынсене тĕлĕнтернĕ. Спорт тупăшăвĕнче кире пуканне ним мар çÿлелле çĕкленĕ.
Çăлтăрсен кумĕсем те çăлтăрсем пулнине пĕлетĕр-и эсир? Акă, сăмахран, Алексей Московский Петр Ермолаевăн аслă хĕрне Софийăна чиркÿре тытнă. Евгений Григорьев шоуменпа Дипендра Мани юрăç та пĕр-пĕрне «кум» тесе чĕнеççĕ. Нумаях пулмасть Андрей Думилинпа мăшăрĕ хĕрне Мирославăна тĕне кĕртнĕ. Хреснашшĕне — Константин Рязанов юрăçа, хреснамăшне Полина Борисовăна суйланă. Çакна Полинăн страницинче сăн ÿкерчĕксем курса ĕненме пулать. Чиркÿре ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕке вырнаçтарнă та «Упăшка», «Вĕçкĕн яш» тата ытти хита шăрантаракан Елчĕк районĕн хĕрĕ венчет тăман-ши тесе интересленекен те тупăннă. Полина хăйĕн пултарулăхне кăмăллакансене тĕлĕнтерме пăрахмасть. Пĕлтĕр вăл Инстаграма мунча çенĕкĕнче ÿкĕреннĕ сăн ÿкерчĕке вырнаçтарнăччĕ. Хальхинче çавнашкалли тепре пур унта. Пуçра — калпак, кĕлеткине милĕкпе хупланă. Хăйне евĕр «кĕпе» çынсен кăмăлне кайнă. «Хăюллă», «Слава Зайцев канать — чăнкă тум!» — çырнă пĕри те тепри. Çак «кĕпепе» ЮТВ премин церемонине кайма сĕнекен те тупăннă. Чăваш артисчĕсен хушшинче иртекен çак тупăшу кăçал та иртет. Полина мĕн тăхăннине çавăн чухне курăпăр.
Хĕрсем, качча кайма ĕмĕт¬ле¬нетĕр-и? Ак Андрей Заволжский юрăç авланман-ха. Çемье çавăрма вăхăчĕ те çукрах пулĕ çамрăк юрăçăн. Паян пăхатăн, Андрей Турцире клип ÿкерет, ыран — Сочире. Лара-тăра пĕлмест вăл. Кану кунĕсене хаваслă ирттерекенскер Инстаграмри страницине сăн ÿкерчĕк хыççăн сăн ÿкерчĕк кăна вырнаçтарать. Халĕ пирĕн çĕршывра футбол енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртнĕрен чăваш каччи Сочире чылай турист пулнине асăрханă. Шăпах çав вăхăтра унта тĕрлĕ çĕршыв футболисчĕсем вылянă. Сочи урамĕсемпе уçăлса çÿренĕ вăхăтра каччă Малифисентăпа, фэнтези жанрпа ÿкерĕннĕ фильмри тухатмăшпа, тĕрĕсрех каласан, унăн палăкĕпе тĕл пулнă. Хайхискер ăна хăйĕн асамлă çĕршывне илсе кайнă иккен. «Сывă юласса шанатăп», — çырнă Андрей сăн ÿкерчĕк айне. Малифисента илсе кайсан пултаруллă, урай та çума пултаракан юрăçсăр юлас марччĕ. Ăхă, «Çунтар», «Эсĕ юрат мана» тата ытти юрăпа куракан патне тухаканскер хĕрарăм-арçын ĕçне уйăрса тăмасть. Кирлĕ тĕк алла швабра тытать. Ĕненместĕр-и? Инстаграмри страницине часрах кĕрĕр. «Хĕрсем, эсир ăçта? Мана кам пулăшĕ-ши?» — çырнă вăл çав сăн ÿкерчĕк айĕнче. Васкăр!
Пĕрисем тинĕс хĕрринче каннă вăхăтра теприсем канмалли кунсене ялта ирттереççĕ. Акă Иван Архипов юрăç ялта утă пуçтарнă. Ашшĕне ывăлĕ те пулăшнă. «Ялта ÿснĕ каччăсене ĕçпе хăратаймăн. Ĕçĕ пирĕнтен хăй чĕтресе тăрать», — палăртать артист. Пушă вăхăт тупăнсан Иван тата мĕн тăвать тетĕр-и? Кĕнеке вулать. Унăн килĕнчи библиотека пуянлансах пырать. Уйăхра пĕр кĕнеке алла тытма тĕллев лартнăскер кăçал 6-мĕшне вуласа тухнă. Хăй шĕкĕлченĕ «пĕлÿ çăл куçне» пурăна киле ывăлне те вулаттарасшăн иккен. Кун çинчен Иван страницинче çырса пĕлтернĕ. Красноармейски арĕ спортпа питĕ туслă пулнине лайăх пĕлетпĕр. Тен, юратнă юрăçпа пĕрле чупас килет? Ивана тĕп хулари Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи Юманлăх ращинче шырăр. Унта кашни ир чупать вăл. Сывлăха çирĕплетнĕ вăхăтра яланах аслă ÿсĕмри пĕр спортсменпа курнăçать. 78-ти Николай Шумилов 10-шар çухрăм чупать, пĕр çухрăма пилĕк минутра парăнтарать! «Паян эпĕ хам ума тепĕр тĕллев лартрăм. Кун пирки эсир ăнлантăр та пулĕ», — тенĕ Иван Николай Шумиловпа пĕрле ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕк айне.
Паян хăш-пĕр çăлтăрăн страницине çеç тишкертĕм. Умра — ăшă çу кунĕсем. Тĕлĕнмелли, кăсăкли кашни самантрах пулса иртет. Кун пирки çитес вăхăтра калаçăпăр.
Çăлтăрсен Инстаграмри
страницисене
Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ тишкернĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.