Archive - 22 Jun, 2018

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Кивĕ Катекре çуралса ÿснĕ Николай Касьянов 40 çул ытла ĕнтĕ «Исток» агрофирмăра конюхра вăй хурать. Унччен вара вăл пĕр тапхăр грузчикре, 6 çул бригадирта ĕçленĕ.

22 Jun, 2018 | Хыпар | Экономика | Уяв

Пирĕн халăхăн сăлтавсăр уяв тăвас йăла çук. Праçниксем те ытларах ĕçпе, унăн кăтартăвĕпе çыхăннă. Чăваш, калăпăр, çурт лартать — çакăншăн савăнса, ăна тума пулăшнă тăванĕсене, ял-йыша тав туса вĕсене кĕрекене пухать, çĕн çурт ĕçки кĕрлеттерет. Акатуй та — çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленине сăнарлакан праçник. Çавна май Республика кунĕ те çак йăла картинчен тухмасть теессĕм килет. Вăл Акатуйсен вăхăчĕпе пĕр килнипе кăна та мар…

«Çын судпа айăпланни е айăпланманни пирки калакан справкăна илес тĕллевпе çырнă заявленисен шучĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2 хут ÿсрĕ», — пĕлтерчĕ ЧР Шалти ĕçсен министерствин информаци пайĕн пуçлăхĕн

«Хыпарăн» çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Сĕтĕн сутлăх хакне хăпартас шанăç пур-и?» материалпа чуна ыраттарса паллашрăм. Ял çыннисене хÿтĕленĕшĕн тĕп редактора тав тăватăп.

«Анне пĕçернĕ çăкăр асран каймасть нихçан. Вăл хĕвел пек çиçетчĕ кăмакаран тухсан…» — Анатолий Чебановăн сăввипе Филипп Лукин кĕвĕленĕ çак юрра илтсен пирĕнтен нумайăшĕ ачалăха таврăнать. «Унăн асамлă техĕмĕ халĕ те чĕлхе çинчех пек, калама çук ырă шăрши паян та сăмсана кăтăкланăн туйăнать», — тет чылайăшĕ.
Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен

Чылай еврей Христос вĕрентĕвне йышăннă, чи малтанхи христиансем те еврейсемех. Христос вĕренекенĕсем [апостолсем] çырса пынисенчен Çĕнĕ халал — Евангели — никĕсленнĕ. Ĕмĕрсем иртнĕ май Израиль халăхĕ тĕнче тăрăх саланнă пулсан та хăйсен аваллăхне упраса хăварнă. Паянхи кунчченех вĕсем хăйсен тĕнне, йăли-йĕркине тытса пыраççĕ.

«Савнă юлташăм Анфиса. Савнă чунăм, юратнă çыннăм…» — шăпах çапла çырнă Сергей Андреев фронтран хăйĕн мăшăрĕ Анфиса Павловна патне. Ачисем Марчепе Петя пирки пăшăрханнă. Сергей Андреевич Елчĕк районĕнчи Элпуç ялĕнче 1908 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕсенчех фронта илсе кайнă ăна.