«Эпĕ пĕрре пурăнатăп», е Правительство çуртĕнче наградăсем пачĕç
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Кивĕ Катекре çуралса ÿснĕ Николай Касьянов 40 çул ытла ĕнтĕ «Исток» агрофирмăра конюхра вăй хурать. Унччен вара вăл пĕр тапхăр грузчикре, 6 çул бригадирта ĕçленĕ.
«Хăй вăхăтĕнче манăн атте Геннадий Семенович та колхоз лашисене пăхнă. Эпĕ 5-6-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех ăна пулăшма çÿренĕ. Тыр-пула пухса кĕртнĕ вăхăтра лашапа улăм турттарнă. Ут тенине ăна пĕрре кăмăлларăн тăк — çав юрату ĕмĕрлĕхех юлать. Халĕ те ав кĕçех 6 теçетке çул тултаратăп пулсан та урхамах утланса çÿретĕп. Конюхра вăй хума пуçланă чухне витере 18 лашаччĕ. Халĕ вара 40 ытла пуç», — калаçăва сыпăнтарчĕ сăпайлă Николай Касьянов. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, паян «Истокра» ытти хуçалăхрипе танлаштарсан чĕлхесĕр янаварсене ытларах усраççĕ. Техника аталаннă, йышлă вăхăтра мĕн тăваççĕ-ши вĕсемпе?
«Лашасене хуçалăх ĕçченĕсем валли тытатпăр. Йывăр тиев туртаканнисем вĕсем пирĕн. Утсемпе ял çыннисем çĕр улми йăранĕсене çыраççĕ, тислĕк тăкаççĕ. Çулсеренех Йĕпреç районĕнче ирттерекен «Камай уйĕ» ăмăртăва хутшăнса пирĕн урхамахсем 1-мĕш вырăнсем йышăнаççĕ. Лашана юратни Правительство çуртне илсе çитерме пултарасси пирки шухăшламан та. Ĕçĕме хакланишĕн çав тери кăмăллă эпĕ», — чунне уçрĕ Николай Геннадьевич. Хăйĕн ĕçне пăрахасшăн мар-ха вăл, хакланине кура малашне тата тăрăшса ĕçлесшĕн. Ĕнер Николай Касьянова Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята пачĕç.
Çĕртмен 21-мĕшĕнче, Республика кунĕ умĕн, ЧР Правительство çуртĕнче республика аталанăвне пысăк тÿпе хывакансене, ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе палăракансене, пурĕ 33 çынна, наградăпа чысларĕç. «Сирĕн йышра тĕрлĕ шăпаллă, тĕрлĕ професси çыннисем. Апла пулин те эсир пурте республика аталантăр тесе нумай вăй хунă, вăй хуратăр та. Ыттисенчен уйрăлса тăракан, пултаруллă, ăста, ĕçчен, тĕслĕх кăтартакан çынсем эсир. Пурсăра та Республика кунĕпе саламлатăп, çĕнĕ çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунатăп», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене чысланă май.
Чăваш Республики чаплă, ĕçчен çынсемпе чăннипех пуян. Паллă ÿнерçĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ, чăваш халăх художникĕ Виталий Петров /Праски Витти/ профессор «Тымарсем патне таврăнни» ÿнер ĕçсен ярăмĕшĕн 2017 çулшăн Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçрĕ. «Çак ĕçпе миçе çул ĕçленине шутламан, мĕншĕн тесен ÿкересси манăн ĕç. Вăл темăсем пулма пултарнă çамрăк чухне те, çÿçĕм шуралсан та. Тăван халăха хисеплени яланах чунра пулнă. Вăл ĕнтĕ тухать хăйне май. Манăн чылай ĕçĕмре, тĕрĕссипе, никамăн ячĕ те, адресĕ те çук. Вара шухăшларăм — эпĕ пĕрре пурăнатăп. Мана ÿстернĕ асатте-асаннене, кукаçи-кукамине, атте-аннене мĕншĕн ÿкерес мар? Вĕсем мана кăкăр ĕмĕртнĕ, çĕр улми пĕçерсе çитернĕ, пĕрле ака тунă, тырă вырнă, пахча çимĕç лартнă… Асатте сĕтел хушшине пурте пуçтарăнсан чÿк тунă чухне юрласа уява тапратнине, кĕлтунине, анне упăшкине салтака ăсатнине, хам вĕреннине, мăшăр епле ĕçленине аса илсе лартăм та ÿкерсе пăхам-ха терĕм. Вара вăл каялла таврăнса хамăр чуна, ăс-хакăла, хамăр киле, тăвансене, ÿстернĕ çынсене ÿкерни пулчĕ», — хăйĕн пысăк ĕçĕн тĕшшине уçрĕ Виталий Петрович.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, философи наукисен кандидачĕ Герольд Плечов халăха Çутта кăларуçăн Иван Яковлевич Яковлевăн ĕç-хĕлне 40 çул ытла тĕпченĕ, наука ĕçĕсем çырнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи автоматика тата техника тытăмĕсен управленийĕн кафедрин профессорĕ, техника наукисен докторĕ Александр Афанасьев вара хăйĕн ăсталăхне çамрăксене вĕрентсе пырать. Электромеханика енĕпе монографисем çырать. Герольд Никифоровичпа Александр Александровича та Чăваш Патшалăх премийĕсене пачĕç. Орден-медаль, хисеплĕ ятсем, Чăваш Республикин Хисеп хутне илекенсем, паллах, пурте пултаруллă та хастар. Вĕсем пирки кашнийĕшĕ çинченех очерк çырма пулать. Пурне те пĕр материала кĕртейместĕн те…
Роза ВЛАСОВА
Комментари хушас