«Хăвна сунманнине çынна та ан сун»
Чылай еврей Христос вĕрентĕвне йышăннă, чи малтанхи христиансем те еврейсемех. Христос вĕренекенĕсем [апостолсем] çырса пынисенчен Çĕнĕ халал — Евангели — никĕсленнĕ. Ĕмĕрсем иртнĕ май Израиль халăхĕ тĕнче тăрăх саланнă пулсан та хăйсен аваллăхне упраса хăварнă. Паянхи кунчченех вĕсем хăйсен тĕнне, йăли-йĕркине тытса пыраççĕ.
Ун çинчен Шупашкарти еврейсен тĕн обществин «Еврейсен общинин» ертÿçин заместителĕпе
Михаил Лавинпа калаçрăмăр.
Улатăра чи малтан килнĕ
— Михаил Абрамович, Чăваш Республикине еврейсем хăçан килсе тĕпленнĕ тата вĕсен хальхи йышне калама пултаратăр-и?
— Кунта еврейсем иртнĕ ĕмĕр пуç¬ламăшĕнчех килсе вырнаçнă, хăш-пĕр кăтарту тăрăх — Улатăр тăрăхне тата маларах та килнĕ. 1925 çулхи халăх çыравĕпе унта 270 еврей пурăннă. Шупашкарта 30-мĕш çулсенче пурăнма пуçлани паллă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче чылаййăн куçса килнĕ. Анне, пичче тата эпĕ 1941 çулта Смоленска фашистсем çавăрса илсен вĕсен лагерĕнче çулталăк пулнă, 1942 çулта хулана Совет çарĕ каялла илсен пире Чăваш çĕрне эвакуациленĕ. Çапла Сĕнтĕрвăрри тăрăхне килсе лекнĕ эпир. Каярахпа Шупашкара куçнă. Ун чухне еврей чылай пулнă кунта. Шупашкарта 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче еврей общини йĕркелеме шухăшланă, анчах вăл тапхăрта тĕн тĕлĕшпе лару-тăру меллех пулман. Хальхи общинăна 1992 çулта йĕркеленĕ, официаллă майпа — 1993 çулта. Ун чухне община 300 ытла çынна пĕрлештерсе тăратчĕ. Шел, халĕ пирĕн йыш чакса пырать, общинăра 80-ăн шутланса тăратпăр. Чылайăшĕ ватă, 90 çултан иртнисем те пур. Вĕсем питех тухса çÿреймеççĕ, пĕрлехи уявсене хутшăнаймаççĕ. Ватă çынсене пулăшма тăрăшатпăр.
— Община ĕçĕ-хĕлĕ, тĕллевĕ мĕнлерех?
— Пирĕн — тĕн йăли-йĕркипе никĕсленнĕ пĕрлешÿ. Наци культурин пĕрлешĕвĕ те пурччĕ республикăра, халĕ вăл саланчĕ пулас. Пирĕн тĕллев — хамăр йăла-йĕркене тытса пырасси, сыхласа хăварасси, çамрăксене хамăр кам иккенне палăртма пулăшасси. Еврей чĕлхине вĕренмелли кĕнеке те нумайччĕ. Общество пÿлĕмĕнчех шăматкунсерен ивритла ачасене вĕрентекен пĕчĕк шкул уçнăччĕ. Общество пулăшнипе унччен пĕр-пĕрне пач пĕлмен еврейсем паллашма, ачисене еврей культурине явăçтарма пултарчĕç, ачасемпе пĕрлех ăна хамăр та тишкереттĕмĕр. Турă саккунĕ ытти халăх çыннисемпе туслă, килĕштерсе пурăнма вĕрентет. «Хăвна сунманнине никама та ан сун» тенинче унăн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕ. Мĕн пур тĕнĕн тĕллевĕ — хутшăнура тăракан çынпа килĕштерсе, çураçура пурăнма вĕрентесси. Пирĕн общинăн та çав яваплăх.
— Çÿлĕкĕр çинче кĕнеке нумай. Хăвăр ивритла пĕлетĕр-и?
— Иудейсем иврит, идиш чĕлхисемпе усă кураççĕ. Кĕнекесемпе Раççейри еврейсен тĕп общини тивĕçтерет. Кĕнекесене икĕ чĕлхепе çырнă: вырăсла тата ивритла. Эпĕ вырăсла калаçса ÿснĕ, ивритла кăшт çеç чухлакалатăп.
Еврейсен календарĕпе — 5778 çул
— Хăвăрăн йăла-йĕркепе çыхăннă мĕнле уявсене уйрăмах килĕштеретĕр?
— Кашни шăматкун Шаббат ирттеретпĕр. Иудей тĕнĕпе пурăнакансем çак кун ĕçлемеççĕ. Вăл Турра парăнса, пăхăнса пурăннине сăнлакан пулăм. Обществăн унчченхи ертÿçи Иосиф Винокур Торăна пĕр сехет вулатчĕ. Вăл 90 çултан иртрĕ, çÿреме кансĕртерех. Ертÿçĕ тилхепине çамрăка тыттарчĕç, анчах унăн вăхăт çитмест-мĕн. Йăла-йĕркене тытса пырассине вара мана шанчĕç. Тора — иудейăн пурнăç йĕркин, саккунĕн кĕнеки. Унта çуралса мĕн куçа хупичченхи самантченех пурнăçа епле йĕркелемеллине çырса кăтартнă. Вулав хыççăн Çÿлти Турра тав туса, тăнăç, çураçуллă пурнăç йĕркелемешкĕн вĕрентме ыйтса кĕлĕ тăватпăр. Ун хыççăн кăнтăр апачĕпе сăйланатпăр. Шаббат ирттерессине 15 çул йĕркелесе пыратпăр. Тĕп уявсен шутне Çĕнĕ çул — Роша-Шану, Мăнкун — Пейсах, Çутăлăх уявĕ — Ханука, Чĕрĕлÿ уявĕ кĕреççĕ, ытти те сахал мар.
Еврейсен Çĕнĕ çулĕ авăн уйăхĕнче килет, Мăнкун пекех куçса пырать вăл. Еврейсен календарĕпе халĕ — 5778 çул. Уяв сĕтелĕ çинче пыл, çăмарта, пуçне касман пулă пулмаллах. Пулă пуçлă пулни малта пулмаллине сăнлать. Эрех-сăрапа иртĕнни еврейшĕн пысăк çылăх, ăна ĕçсе уява пăсмастпăр. Пейсах та христиансеннинчен пĕр эрне маларах килет. Çак куна эпир Торăра çырса хăварнă пек палăртатпăр. Вăл Израиль халăхĕ Египетран тухнине сăнлать. Çак кун тĕлне кил-çурта тирпейлемелле, плитана /ĕлĕк кăмака пулнă/ хĕртсе тасатмалла, сĕтел çинче йÿçĕтмесĕр хатĕрленĕ апат çеç пулмалла. Чуста йÿçĕтсе пĕçернĕ кукăль-çăкăр е булка, ытти апат килте пачах пулмалла мар. Тĕп апат – печени пек çÿхе маца. Ăна Раççейри еврейсен общининчен ятарлă чĕркемре ярса параççĕ. Мацăна таса шывпа шурă çăнăхран пĕçереççĕ. Вăл — тăварсăр, çусăр çÿхе пашалу. Израиль халăхĕ çĕр хута тарнă, çула пачах та хатĕрленеймен. Хăйсемпе пĕрле йÿçмен чуста илсе тухнă, ăна пĕçерсе çинĕ — çавна сăнлать вăл. Ханука — çутăлăх уявĕ. Çичĕ çуртана — Менора — çутатпăр. Вăл çичĕ кун пырать. Чĕрĕлĕх кунне ÿсен-тăранпа палăртатпăр. Ăна ирттерме пилĕк тĕрлĕ ÿсен-тăран кирлĕ. Çак уявсен шăнăрĕ — аваллăхри несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине тытса пырасси, унпа тасаласси, Турра парăнса, ăна итлесе, Торăна уяса пурăнасси.
— Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн те чун тасалăхĕ, çынлăх пĕлтерĕшлĕ. Уншăн мĕн чухлĕ çын асап тÿснĕ.
— Вĕсене çветтуй пек сăнлаççĕ. Торăра вара Çÿлти Турăсăр пуçне никама та пуççапма каламан. Пирĕн турăшсем, çветтуйсен сăнĕсем çук.
Андриянпа туслă пулнă
— Тĕнпе çыхăнман культура мероприятийĕсене хутшăнатăр-и, ытти наци обществипе çыхăну тытатăр-и?
— Чăваш çĕрĕнче тымарланнă май еврейсен ĕçĕ-хĕлĕ республика пурнăçĕпе çыхăннă. Чăваш культурине, наукине, индустрине аталантарма еврейсем те хăйсен тÿпине хывнах. Чăвашра пирĕн хушăмăртан паллă пилĕк писатель, художниксемпе юрăçсем, наука çыннисем тухнă. Эпĕ токарь специальноçне алла илтĕм, унтан Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетне пĕтертĕм, радиотехникăпа тарăннăн кăсăклантăм. Электроаппаратура заводĕнче, ЗЭиМра, Трактор тăвакансен заводĕнче, Наукăпа тĕпчев институтĕнче тĕрлĕ должноçра ĕçлерĕм. ЗЭиМăн техника базине йĕркелекенсен йышĕнче пултăм. Пичче Арон — энергетик. Республика энергетикине йĕркелессинче унăн тÿпи пысăк. Унăн та, манăн та патшалăх награди чылай. 18 çула çитиччен Сĕнтĕрвăрринче пурăннă май Андриян Николаев космонавт çемйине аван пĕлетĕп. Калинин урамĕнчи Андриян палăкне лартма та хутшăнтăмăр. Космонавт тăванĕсемпе паянхи кун та туслă çыхăну тытатăп. Эпĕ хулари ветерансен канашĕн ертÿçин заместителĕ те. Шкул ачисемпе, студентсемпе тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Шупашкар хула историне, II Тĕнче вăрçи çинчен каласа кăтартатăп. Наци библиотекинче, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, вăрçă пуçланнă куна хурланса аса илĕпĕр. Унта вăрçă историйĕ, фашизм тискерлĕхĕ çинчен калаçăпăр. Тата каласа хăварас килет: Чăваш наци музейĕнче Библире тĕл пулакан чылай япалана курма пулать. Вăрçă вăхăтĕнче электроаппаратура заводне Харьковран куçарса килнĕ еврейсен йышĕ Тора чĕркемне /свиток/ пăрахса хăварман. Специалистсем вăл чăн иккенне, авалхи чĕркемсенчен пĕри пулнине çирĕплетнĕ. Вăл халĕ Наци музейĕнче упранать. Мускаври тĕн обществин тĕп раввинĕ Берл Лазар Шупашкара килсен çав чĕркеме тытса пăхнăччĕ, кунта епле лекнипе кăсăкланса тĕлĕннĕччĕ. Республикăра Христос тĕнне ĕненекен еврейсен обществи те пур. Вĕсемпе те ырă хутшăнура тăратпăр.
— Общинăра ватăсем ытларах терĕр. Çамрăксем питĕ сахаллăн-и?
— Израиль çĕрĕнче еврей каччи еврей хĕрне качча илесси йăлара пулнă. Халĕ урăх наци çыннине качча илме е качча тухма пултараççĕ. Чăваш, вырăс хĕрĕсемпе пĕрлешнисем нумаййăн. Хутăш çемьери ача еврей халăхĕ шутне ирĕклĕнех кĕрет.
— Общество мĕнле майпа тытăнса тăрать?
— Пире йăла-йĕрке япалисемпе Чулхулари уйрăм тивĕçтерсе тăрать. Уйăрнă укçа-тенкĕпе ватăсене пулăшатпăр, уявсем йĕркелетпĕр, масар çинче тасататпăр, сăрлатпăр... Шел, юлашки вăхăтра укçа килме пăрахрĕ. Хамăр ирĕкпе нухрат хывасси йăлара-ха, анчах вăл çеç сахал. Обществăна сыхласа хăварасчĕ, вăл Чăваш Ен культурин пĕр пайĕ... Ĕмĕрсем тăршшĕпе сыхланса юлнă хăйне евĕр йăла-йĕркене пăхăнакан общество саланни республикăшăн та çухату пулĕ. Çавăнпа çамрăксем ытларах килессе шанса ĕçлетпĕр.
Комментари хушас