Комментари хушас

22 Çĕртме, 2018

Справкăна – килтен тухмасăрах

«Çын судпа айăпланни е айăпланманни пирки калакан справкăна илес тĕллевпе çырнă заявленисен шучĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2 хут ÿсрĕ», — пĕлтерчĕ ЧР Шалти ĕçсен министерствин информаци пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Яхатин.
Вăл палăртнă тăрăх — çак справкăна илес тесе çынсем Нумай функциллĕ центра, Шалти ĕçсен министерствин вырăнти органне кайма пултараççĕ. Ку тĕллевпе вĕсен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /ПППП/ урлă электронлă заявлени çырма та ирĕк пур.
Килтен е ĕçрен тухмасăрах заявлени çырас тесен Пĕрлехи портала кĕмелле. Сăмах май, ку пулăшупа çирĕплетнĕ «учетная запись» пуррисем çеç усă курма пултараççĕ. Порталта «Çын судпа айăпланни е айăпланманни пирки калакан справкăна илесси» текен пая суйласа илмелле, заявленин электронлă формине тултармалла. Ун çумне РФ гражданинĕн паспорчĕн сканерланă копине çирĕплетмелле. Кирлĕ пулсан çын çак справкăн хутлă вариантне илмелли меслете те суйлама пултарать. Хатĕр заявление ăсатмалла та ăна тĕрĕсленин кăтартăвне кĕтмелле. Çыннăн Пĕрлехи порталти харпăр уйрăм «кабинетне» ШĔМ подразделенийĕ заявление йышăнни пирки пĕлтерÿ килет.
Заявление пăхса тухнă хыççăн судпа айăпланни-айăпланманни пирки калакан справкăн электронлă тĕслĕхĕ порталти харпăр уйрăм «кабинета» çитет: ăна Раççей ШĔМĕн ĕçченĕ электронлă мелпе алă пуснипе çирĕплетнĕ. Ку справкăна ыйтакан çĕре, тĕслĕхрен, патшалăх учрежденийĕсене, çитермелле. Вăл федерацин «Электронлă мелпе алă пусни çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн хут çинчи официаллă документпах танлашать.
Асăннă пулăшупа усă курас текенсем тăтăшах паракан ыйтусенчен пĕри — «Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи харпăр уйрăм «кабинета» янă справкăна компьютерта мĕнле сыхласа хăвармалла?» Çак тĕллевпе харпăр уйрăм «кабинетри» пĕлтерÿсен страницинче заявление уçмалла. Заявлени статусĕнче «Пулăшăва кÿнĕ» тенĕ тĕк — «Сохранить» тени курăнать, шăпах ун çине пусмалла.
Тепĕр ыйту — «Заявлени ямалли черетре» текен статус хăçан улшăнать?» Çак статус ведомство çыннăн заявленине хальлĕхе регистрацилеменнине кăтартать. Регистраци 30 сехет хушшинче автомат мелĕпе пулать, çакăн хыççăн «Заявление регистрациленĕ» статус тухать. Статус улшăнмасан çыннăн Пĕрлехи порталăн пулăшу службине çырса ямалла.
Виççĕмĕш ыйту — «Çул çитмен ача судпа айăпланни-айăпланманни пирки калакан справкăна мĕнле илмелле?» Çак справкăна илес тĕллевпе çыракан электронлă заявленире «Ашшĕ-амăшĕ е усрава илекен» е «Опекун» тени çине пусмалла. Кăшт аяларах ачан СНИЛСне тата паспорчĕн кăтартăвĕсене çырмалла. Асăннă справкăна ача 14 çул тултарсан — урăхла каласан уголовлă яваплăх ÿсĕмĕ пуçлансан — илме юрать.
Палăртни вырăнлă: судпа айăпланманни пирки калакан справкăна электронлă заявлени çырсан 10 кунрах илме май пур, çын хăй ШĔМе пырса ыйту çырсан вара — 1 уйăхра. Ку документа патшалăх учрежденийĕсене ĕçе вырнаçнă чухне ыйтаççĕ. Ачана опекăна е усрава илнĕ чухне те кирлĕ пулать вăл. Асăннă справкăсăр урăх çĕршыв гражданлăхне те илме май çук. Вăл çавăн пекех урăх патшалăха каймашкăн виза хатĕрленĕ чухне те кирлĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.