Archive - 21 Çĕртме, 2018

21 Çĕртме, 2018

Цесарка кăпшанкă çиет

Цесарка çинчен хаçатра вуланăччĕ. Çав кайăк какайĕ те, çăмарти те усăллă-мĕн, тата вăл пахчари колорадо нăррине те пуçтарать теççĕ, тĕрĕсех-ши? Унăн чĕпписене ăçта туянма пулать-ши?
Лариса КРЫЛЬЦОВА.
Йĕпреç районĕ.
Вулакан ыйтăвне чăх-чĕп ĕрчетекен Александр ИВАНОВ хуравлать:
— Цесарка какайĕ вăрман кайăкĕн-нине аса илтерет. Какайра, чăхăннипе танлаштарсан, шыв тата çу сахалрах. Тутăлăх енĕпе килти кайăксенчен чи пахи шутланать.

21 Çĕртме, 2018

Ириса пайлама юрать

Ирис чечекленсе пĕтерчĕ. Ытлашши йăвăланса кайнипе-ши чечексем вĕтĕрех, сайрарах пек туйăнчĕç. Ирис тĕмне хăçан пайласа куçарса лартма юрать-ши?
Мальвина ИВАНОВА
Вăрнар районĕ.
Вулакан ыйтăвне Галина КЛЕМЕНТЬЕВА чечекçĕ хуравлать:

21 Çĕртме, 2018

Сысна ами чирлесен

Сысна ами çăвăрланă хыççăн сÿрĕкленчĕ. Апат та лайăх çимест, йывăррăн уткалать. Çурисене пурпĕрех пăхать. Вăл чирлемест-ши?
Лидия ХРАМОВА.
Канаш районĕ.
Вулакан ыйтăвне Арсентий АРХИПОВ ветеринар хуравлать:
— Сысна амин çăвăрланă хыççăнхи шалкăм ªпарезº пулма пултарать. Кун пек чухне ама çăвăрласа пĕтерсен хăвăрт тăраймасть. Утнă чухне хыçалти пайĕ тайкаланни курăнать, çирĕп пусаймасть. Йывăр шалкăм чухне ама тăраймасть те.

21 Çĕртме, 2018

Пĕчĕккисем те футболла юратса выляççĕ

«Чемпионсен хĕрÿ юратăвĕ пирĕн чĕрере», — çырни куç умне пулчĕ «Лакрей вăрманĕ» паркра. Тăван çĕршыв спортсменĕсемшĕн «чирлени» Тĕнчери футбол чемпионатне халалланă баннертанах паллă. Ара çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче шăпах çак ăмăрту уçăлнă-çке! Чемпионат утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. «Лакрей вăрманĕнче» вара футболла çĕршывăн пуласлăхĕ вылярĕ. Камсем тетĕр-и? Вĕсем — шкул çулне çитменнисем, ача садне çÿрекенсем.

21 Çĕртме, 2018

Шупашкар тракторĕсен уявĕ

Вĕсем шăрпăк курупкине пĕр авмасăр хупаççĕ, сăрлама пултараççĕ, черкке çинчи чĕрĕ çăмартана савăтне çĕмĕрмесĕр ватаççĕ, пăта çапса кĕртеççĕ. Çакна кура ача-пăча: «Вау! Тĕлĕнмелле!» — кăшкăрать.
Асăнмалăх, Савăнмалăх
Сăмах «Промтрактор» заводăн «ЧЕТРА» тракторĕсем çинчен пырать. Шăпах вĕсем çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче куракана савăнтарчĕç. Пĕчĕккисем çеç мар, аслисем те тракторсем кăтартнă шоуран тĕлĕнчĕç.

21 Çĕртме, 2018

Ачасем те Акатуйра савăнчĕç

Ака-суха вĕçленсен чăвашсем Акатуйра савăннине пурте пĕлеççĕ паллах. Çак ырă йăла манăçа тухмасть. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «Ача-пăча Акатуйĕ» фестиваль-конкурс иртрĕ.
Вĕренекенсен каникул пуçланнă, анчах та шкул çумĕнчи лагерьсем ĕçлеççĕ-ха. Унти ачасем ахаль лармаççĕ. Акă Акатуя та вĕсемех килнĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕсенчен, Елчĕк районĕнчи ача-пăча искусствăсен шкулĕн¬чен килнисем хутшăнчĕç кунта кăçал.

Pages