Чыса тивĕçмен Кĕсре

Çитрĕ вăхăт акана тухма:
Пиçнĕ çĕрсене суха тума,
Кĕр тыррисене апат пама,
Сĕлĕ, тулă, хура тул акма...
Вăхăчĕ, чăнах та, çитнĕ,
Тульккăш ĕçлекенĕсем
таçта-çке çĕтнĕ:
Чăмăр купарчаллă ăйăрсем те çук,
Вăй питти тихи-лаши те çук...
Юлнă кĕç хăмламалли Кĕсре,
Пĕр-пĕччен тăрать вăл витере.
Мĕн тăвас тен, вăхăчĕ кĕтмест,
Акмасассăн нимĕн те ÿсмест.
Кĕç хăмламалли Кĕсре
суха пуçне туртса
Тухрĕ пĕчченех кăштăртатса.
Сухаларĕ, акрĕ, сÿрелерĕ,
Ыттисем килсе
пулăшасса кĕтмерĕ...
...Ак, ака вĕçленнине уявласа
Акатуй иртет паян пит шавласа:
Савăнаççĕ те ташлаççĕ,
Лайăх сăмахсем калаççĕ,
Маттуррисене чыслаççĕ,
Хаклă парнесем параççĕ:
Шурă ăйăра — хитре пулнишĕн,
Чакăр тихана — чипер ташшишĕн...
Хăвăрт чупнăшăн,
Тикĕс утнăшăн... —
Темшĕн те чыслаççĕ,
Парнесем параççĕ.
Кĕç хăмламалли Кĕсре çинчен çеç
асилмерĕç,
Вăл та маттурне шута хумарĕç...
Йытăсемпе Кашкăрсем
«Пит иртĕхсе каймарĕç-и вĕсем —
Тăранайми сăр Кашкăрсем?
Сурăхсене йăтса каяççĕ,
Пăрусене тытса çураççĕ, —
Тесе Ват Йытă ирхине
Каланă çамрăкрах тусне. —
Вĕсем хуçасене усал тăваççĕ,
Тата пире ним вырăнне хумаççĕ.
Пĕрре кĕртесчĕ тăн тукмаксене,
Çурса тăкасчĕ хăйсене».
Пуçланă хĕтĕртме,
Кашкăрсене çапăçăва чĕнме:
«Эпир санпа-и — вĕсенне
Кăларăпăр чунĕсене!»
...Уçланкăра тĕл пулнă хайхисем —
Çап-çамрăк Йытăпа...
мăн Кашкăрсем.
Леш Ват Йытти вара
ниçта та курăнман,
Вăл тарнине яшши сиссе те
юлайман.
Хăюллă çапăçрĕ ку Йытă,
Тукмаксене туларĕ хытă,
Анчах виç кашкăр тем тесен те
вăйлăрах,
Вăл вилĕм тупрĕ çак уçланкăрах...
‰ ‰ ‰
Нумай чухне çапла пулать:
Пĕри шав вĕслетсе тăрать,
Çапăçасси патне çитсессĕн
Ăна кĕтсе эс илейместĕн...

Владислав САЛАМ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.