Чăваш календарĕ

25 Çĕртме, 2018

Утă-Июль

Çавра Çулсем

120

Золотов /Ют/ Николай Яковлевич /30.07.1898-27.03.1967/
Çыравçă, публицист, литература критикĕ, фольклор ăсти, СССР Писательсен союзĕн пайташĕ, Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă.
Чăваш Республикинчи Элĕк районне кĕрекен Синер ялĕнче çуралнă.
110
Иванишин Владимир Георгиевич /12.07.1908-07.11.1941/
Композитор, Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пĕрремĕш чăваш симфонийĕпе оперин авторĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Ун çинчен «кун-çулне чăваш юрă-кĕвĕ тĕнчине, культурине панă пĕрремĕш вырăс композиторĕ» теме пулать. 1935 çулта пуçласа Шупашкара çитнĕ. Ăна, консерватори пĕтернĕскере, пĕрремĕш чăваш симфонине çырма ыйтаççĕ. Çапла 1936 çулта «Чăвашла» ятлă симфони çуралнă. К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх опера çырас ĕç тăватă çула пынă. Оперăна СССР радиовĕпе янраттарнă.
Питĕр хулинче çуралнă. 1941 çулта вăрçăра фашистсен тыткăнне лекнĕ. Ăна персе вĕлернĕ.

105

Лукин Филипп Миронович /14.07.1913-03.02.1994/
Чăваш композиторĕ, хор дирижерĕ, педагог, СССР Патшалăх /Сталин/ премийĕн лауреачĕ, РСФСР халăх артисчĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ. Ăна Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн кĕнекине кĕртнĕ. Шупашкарта ун ячĕллĕ урам тата музыка шкулĕ пур.
СССР Композиторсен союзĕн пайташĕ тата ыт.те. П.И.Чайковский ячĕллĕ консерваторире вĕреннĕ.
Чылай çул Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи тата директорĕ пулса ĕçленĕ. Каярах Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ тата илемлĕх ертÿçи пулнă. Вăл 800 ытла юрă, хор, романс, инструментпа калама пьеса çырнă.
Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Çавалçырма ялĕнче çуралнă.

100

Иванов-ТаÇук Трофим Иванович /16.07.1918-23.11.1972/
Поэт-сатирик, çыравçă, фельетонсен ăсти, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Пăкăртан ялĕнче çуралнă.

100

Агакова Олимпиада Яковлевна /23.07.1918-08.07.1999/
Юрăç, композитор, педагог, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артистки. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Чăваш Республикинчи Етĕрне районне кĕрекен Çуткасси ялĕнче çуралнă.

100

Орлов /Арсен Орлов/ Арсентий Петрович /08.07.1918-1942/
Çыравçă. СССР Писательсен союзĕн пайташĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçă хирĕнче пуç хунă.
Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Сичел ялĕнче çуралнă.

95

Моклаков Григорий Васильевич /23.07.1923-25.12.2016/
Композитор, баянист. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Паллă чăваш çыравçисен сăввисем тăрăх 100 ытла юрă кĕвĕленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Чăваш Республикинчи Вăрмар районне кĕрекен Кавал ялĕнче çуралнă.

90

Ефимов Георгий Андреевич /09.07.1928-30.10.2005/
Çыравçă, сăвăç, куçаруçă. Чăваш Республикин халăх поэчĕ. «Молодая гвардия» журнал премийĕн лауреачĕ, Петĕр Хусанкай ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Малти Ăнтавăш ялĕн-че çуралнă.

90

Айзман Станислав Николаевич /10.07.1928-20.02.2002/
Актер тата режиссер. Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Чăваш Республикинчи Шупашкар районне кĕрекен Алькеш ялĕнче çуралнă.

85

Бабанов Николай Михайлович /07.07.1933/
Çыравçă. Клубсен ĕçне йĕркелекен, художник, РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Сиккасси ялĕнче çуралнă.

80

Семенов Демьян Филиппович /10.07.1938-25.06.2016/
Журналист, парти ĕçченĕ, çыравçă, Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чылай çул «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă.
Чăваш Республикинчи Етĕрне районне кĕрекен Мăн Явăш ялĕнче çуралнă.
75
Васильев Владимир Васильевич /01.07.1943/
Композитор, поэт, артист, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Чăваш Республикинчи Тăвай районне кĕрекен Çĕнçырма ялĕнче çуралнă.
70
Отрыванов Станислав Гурьевич /17.07.1948/
Çыравçă. Инженер-строитель. Иван Ивник тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
Чăваш Республикинчи Вăрнар районне кĕрекен Нурăс салинче çуралнă.

60

Лукиянов Сергей Пантелеймонович /2.07.1958/
Архитектор. СССР Архитекторсен союзĕн пайташĕ.
Чăваш Республикинчи Комсомольски районне кĕрекен Комсомольски салинче çуралнă.

60

Кузьмин Иван Николаевич /22.07.1958/
Артист-пуканеçĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Чăваш Республикинчи Комсомольски районне кĕрекен Анат Тимĕрчкасси ялĕнче çуралнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.