Комментари хушас

Ик. пайлă камит
ПЬЕСĂРИ СĂНАРСЕМ:

ЯКУР МУЧИ /Егор Поликарпович/ — 70 çултан иртнĕ ватă
МАРУК — Якур мучипе пĕр çулсенчи кинемей
МАРИЙКА — 30 çултан иртнĕ хĕрарăм
НИКАНДР — унăн упăшки, 40 çулсенчи арçын
ТАНЯ, МАНЯ— вĕсен ачисем, 10-12 çулсенче
АНАТОЛИЙ — Якур мучин ывăлĕ, хулара пурăнаканскер,
50 çулсенче
ЗИНА — Якур мучин хĕрĕ, хулара пурăнаканскер, 50 çула
çывхарса пырать
ЯША — ялти çамрăк, 23-24 çулсенче
ОЛЯ — ялти çамрăк, Яшăн савнийĕ
ÇИНАВЬЕ — Марукăн тус-тантăшĕ
ТАРЬЕ, ЕЛЮККА, САНЬККА МАТКИ — кинемейсем

Пьесăри мыскара пушанса пыракан
пĕр пĕчĕк ялта хальхи вăхăтра пулса иртет.

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ
Пĕрремĕш курăну
Егор Поликарповичăн /ялтилле каласан — Якур мучин/ çурчĕн умĕ. Ыттисенчен нимпех те уйрăлса тăман пÿрт. Кивелерех пани, юсасах тăманни çеç палăрать.
Аякра «Вĕлеретĕп!» тесе çухăрашнисем илтĕнсе каяççĕ. Арçын сасси. Урмăш сасă.
Сасă илтĕннĕ енчен Марук карчăк тĕпĕртеттерсе чупса килет.
МАРУК. Ай, Туру! Ай, Туру! Распуй! Распуй! Пĕтерет иккен! /Çывăхри сирень тĕмĕ хыçне пытанать./
Çавăнтах Марийка икĕ хĕрачине çавăтса чупса иртет. Ăшша пиçнĕ хăйсем. Хыçалтанах йăлт урмăшнă сăн-питлĕ Никандр чупса килет. Ÿсĕр. Аллинче — самаях пысăк вутă пуленкки.
НИКАНДР. Вĕлеретĕп! Çапатăп та пăрахатăп! Хĕрхенсе тăмастăп! /Марийкăпа ачисем хыççăн чупать./
МАРУК /тĕм айĕнчен йăраланса тухнă майăн/. Распуй! Распуй! Вĕлерет иккен. Тур-тур-тур! /Çине-çине хĕрес хывать./
Пÿртрен Якур мучи сиксе тухать.
ЯКУР. Мĕн янрашатăр?
МАРУК . Вĕлеретех иккен! Ай, Тур-тур-тур! Хваспатиех! Никантăр, ав! Никантăр!
ЯКУР. Каллех ĕçсе лартнă-им-ха? Ну, тулккисĕр этем.
МАРУК /аран сывлăш çавăрса/. Эп... эп... эпĕ, ухмахскер, чутах хамăн Вĕçелиса качча параттăмччĕ вĕт ăна. Юрать, тиркерĕ. Çапса пăрахатчĕ пулĕ халиччен. Хваспатиех! Тавах Турра, сыхласа хăварчĕ иккен Вĕçелиса. Хама та — пĕрле.
Никандр янрашни çывхарса килет.
ЯКУР. Эс, Хваспати, айккинерех пăрăнса тăр-ха. Никандр вăл, ĕçсе лартсан, этем мар.
МАРУК. Ия çав, ия. Калап вĕт-ха, юрать, Вĕçелиса ăна качча памарăм. Телейĕ пулчĕ — аван кĕрÿ лекрĕ. Хама та лайăх пăхать. Тавах Турра! Сана çапса пăрахсан, Якур, ман мĕн тăвас?
ЯКУР. Мана-и? Тирпейлесе пытаратăн, çавă çеç.
МАРУК. Эй, Турă, сыхласа хăварах! Хваспатиех! Эс, Якур, ху та асăрхануллă пул! /Тĕм хыçне пытанать./
Марийкăпа ачисем тепĕр хут курăнаççĕ. Пашкаççĕ.
ЯКУР /вĕсене/. Тăрăр хам хыçа!
МАРИЙКА. Якур мучи, вăл сана та пăхса тăмасть халь, йăлт урмăшса кайнă. Хăй мĕн тунине хăй чухламасть.
ЯКУР/çирĕппĕн/. Тăрăр тетĕп ман хыçа!
Марийкăпа ачисем Якур хыçне пытанаççĕ.
Никандр чупса килет.
НИКАНДР. Пăрăн, Якур мучи! Атту... хĕрхенсе тăмастăп! Пăхса тăмастăп ватă тесе!
ЯКУР. Атя, çап! Яр аллуна ирĕке! Ваххабитсем пирĕн ялта та пуррине тĕнче пĕлтĕр!
НИКАНДР. Пăрăн тетĕп!
ЯКУР. Ан хăрат! Хăрассисем манăн иртсе кайнă текех.
НИКАНДР /лăпланарах, пусăрăнчăклăн/. Тупăннă герой... /Вутă пуленккине Марук пытанса выртнă сирень тĕмĕ енне вăркăнтарать./
МАРУК /тĕм хыçĕнчен/. Распуй! Распуй! Вĕлереççĕ! /Йăраланса тухать./ Лектернĕ пулсан мĕн пулатчĕ?.. /Йĕрмĕшме пуçлать/. Вĕлеретчĕ вĕт! Хваспатиех!.. Хваспатиех...
ЯКУР /Марука/. Ан янрат-ха тĕнчене, вăл ахаль те лăпкă мар. /Никандра./ Эс вара, Никандр, мĕн, çаплах картран тухса кайнă? Ху мĕн хăтланнине пуçу тавра çавăрттарса шухăшласа пăхасчĕ. Ĕçкÿ пĕлмест пулсан ĕçме те кирлĕ мар. Юрĕ, халь санпа калаçнин пĕрех тулкки пулас çук — тепĕр чух калаçăпăр. /Марийкăпа ачисене/. Эсир вара пÿрте кĕрĕр те лăпланăр. Кунта çывăратăр, ниçта та каймастăр! Пÿрт аслă, вырăн çителĕклех.
МАРИЙКĂПА НИКАНДР /харăссăн/. Эсĕ мĕскер, Якур мучи?
Марук сасартăках йĕрмĕшме чарăнать. Шăпланса тăп хытать.
ЯКУР. Эп çапла кирлĕ тесе шутлатăп. Кайран куç курать унта.
МАРИЙКА. Çук, эпир каятпăр.
ЯКУР. Ниçта та каймастăр!
НИКАНДР. Якур мучи! Эс... эс... судья пулса ан тăр кунта. Кам ăçта çывăрмаллине эпир хамăр пĕлетпĕр.
ЯКУР. Никандр, суд мĕнне пĕлме ĕлкĕрĕн пĕлессÿ килет пулсассăн. Кĕçĕр вара эпĕ хам татса паратăп кам ăçта çывăрмаллине. Эпĕ çавăн пек кирлĕ терĕм тĕк, эппин, çавăн пек кирлĕ. /Марийкăна/. Атя, кĕрĕр, кĕрĕр пÿрте.
МАРИЙКА. Çук, эпир каятпăр. Киле каятпăр.
ЯКУР. Ун патне-и? Вăл килте мĕн хăтланма пултарасси çинчен шутлатăн-и?
НИКАНДР. Эпир хамăрăнне хамăр пĕлетпĕр! Ан кĕр пирĕн хушша-хуппа! Марийка, атя, ачасене çавăт та марш киле! Килте калаçатпăр!
ЯКУР. Вă-вă! Куратни, еплерех тилĕрсе тăрать. Кĕçĕр лăпланать тетĕн-им ăна? Çук! Халь тата ĕçсе лартать-ха вăл.
НИКАНДР. Санăнне ĕçмеççĕ!
ЯКУР. Хăвăн укçупа та ĕçместĕн пулĕ-ха. Мĕн укçи пултăр санăн? Марийка укçипе кÿпсе пурăнан, арçын пулатăн-и эс?
НИКАНДР. Якур мучи, ан уртар мана! Пĕр урсан эп мĕнле пулма пултарнине пĕлместĕн эс. /Сасартăк урмăшнăн кăшкăрса ярать, сирень тĕмĕ айне пăрахнă вут пуленккине упаленсе шырама пуçлать./ Ы-ых!
МАРУК /шуйханса/. Распуй! Распуй! Вĕлереççĕ!
ТАНЬĂПА МАНЯ /хăраса/. Атте! Атте!
Якур мучи вĕсене çупăрлать.
ЯКУР. Ан хăрăр, ан хăрăр. Ним те тăваймасть вăл. Ак, кайса çывăрать те лăпланать. Ыран урă пулать, чипер пулать. Эпир те халь пÿрте кĕретпĕр те телевизор пăхатпăр. Лăпланать вăл, лăпланать. Килне каять те çывăрать. Атьăр, атьăр. /Марийкăпа ачисене хупăрласах пÿрте илсе кĕрсе каять/.
НИКАНДР /пуленккепе юнаса/. Эп каçармастăп сана куншăн, Якур мучи! Каçармастăп! Сана та, Марийка! Каçармастăп!
Никандр пуленккене Якур мучин килĕ енне вăркăнтарать. Марука тĕксе йăвантарса пăрахса утать. Марук чикеленсе каять, çуйхашма пуçлать.
МАРУК. Вĕлереççĕ! Распуй! Распуй! Полици! Полици! /Кĕсье телефонне туртса кăларать/. Паçăрах шăнкăравламаллаччĕ-çке. /Кнопкăсене пускалать/. Алю! Алю! Тытасшăн мар тата! Алю! Алю! Аха, тинех. Çинавье, ма тытмастăн телефонна? Мĕн «але, але» çухăран çак? Сылтăм хăлху илтмест вĕт санăн, сулахаййи патне тыт! Во-во! Тутăрна хăлху çинчен сир! Хваспатиех, мĕн чухлĕ ăнлантарма тивет сана. Вăт, итле! Кино кунта. Телевизорпа мар, Якур патĕнче. Якур патне мĕн телевизорĕ курма çÿреп вара эпĕ? Ман хамăнах килте лайăх телевизор. Плазма текенни! Кĕрÿ юбилейпа парнелени. Ара, хăвах пĕлен вĕт-ха. Кини Якур телевизорĕпе мар, унăн килĕ умĕнче пулса иртрĕ. Никантăр Марийкăна каллех хăваларĕ, çапса пăрахать пулĕ терĕм. Çук, пăрахман. Якур мĕнле ярса тытрĕ Никандр аллинчи чукмар пек вутă пуленккине... Çапла, чăн-чăн геройла! Алю-алю! Ăçта çухалтăн? Э-э, укçи пĕтрĕ те иккен ман телефонăн. Ĕнер кăна хунăччĕ-иç. Çав Çинавьене ăнлантарсах калаçма юлмасть. Халь хăй патне танкăлтатас пулать ĕнтĕ.
Марук утса кайма тăрать, çав самантра аякран арçын сасси илтĕнсе каять.
ЯША САССИ. Ах, эс тарасшăн-и-ха манран? Тараймăн! Эп сана тытсан!..
МАРУК. Никантăр каялла тулхăрса килет-и-ха? Сасси унăнах та мар пек. Урăх кам тата пур пирĕн ялта çапла тулккăсăрри? Арçынсем мĕн пурри йăлт шапаша тухса кайса пĕтнĕ. Кам йăтăнса аннă вара пирĕн яла? Хваспатиех! Тем курасси пур, эй, Турă, сыхласа хăварах. /Тĕм айне кĕрсе пытанать./
Оля чупса килет, карта хыçне пытанать. Яша курăнать. Ÿсĕр çын пек тайкаланать. Сирень тавра чупса çаврăнма пуçлать.
ЯША. Манран тарса ÿкеймĕн! Пĕрех тытатăп! Тĕм айне пытантăн-и-ха? Пĕр тытсан эп сана... /Тĕм айне йăраланса кĕрсе каять./ Ах, эс кунта иккен-ха! Тытрăм-и? Эп сана... эп сана...
МАРУК САССИ. Ай, ай! /Тĕм айĕнчен йăраланса тухать./ Апай Турах! Кам пултăн-ха эс çапла вăйлăскер? Ват шăм-шака йăлт хуçса пĕтереттĕн вĕт. Кайран мĕнле пуçтарса пĕтерес?
Оля каçса кайса кулать. Яша аванмарланса йăраланса тухать.
ОЛЯ. Ха-ха-ха! Яша, Марук кинемее чуп тума пуçланă-им эс унта? Асту, кĕвĕçетĕп вĕт!
МАРУК /çи-пуçне тирпейлекелесе/. Яша, эс пултăн-им-ха ку?
ЯША. Мĕн тума кĕрсе выртнă вара эс сирень айне, Марук кинемей?
МАРУК. Мĕн тума, мĕн тума?.. Сире сыхлама.
ЯША. Пире мар-тăр-ха, Якур мучине сыхламастăнччĕ-ши?
МАРУК. Эс тем ан калаç, Яша. Чĕлхÿ çине çăпан тухса ларать, ак.
ЯША. А, мĕн? Якур мучине сыхлама юрать. Вăл хальлĕхе маххă памасть. Ав, Никантăра мĕнле çăварлăхласа илчĕ паян. Ăна юратма юрать.
МАРУК. Кай-кай, тем те пĕр калаçса ан тăр. Мĕн юратусем пирки калаçмалла пирĕн çулсенче?
ЯША. Ун пек ан кала, Марук кинемей. «Любви все возрасты покорны», — тенĕ пĕр поэт.
МАРУК. Юрату тесе мĕн пĕкĕрĕлмелли пур вара?
ОЛЯ. Ой, Марук кинемей, култарса вĕлеретĕр. Пĕкĕрĕлнĕ мар, по-кор-ны. Юратăва пурте хирĕç мар тени пулать ку. Ватти те, çамрăкки те.
ЯША. Сирĕн хушăра та, Якур мучипе иксĕрĕн, ним мар юрату пулма пултарать. А, мĕн? Мĕншĕн пулмалла мар? Эс пĕччен пурăнатăн. Якур мучи те — хусах. Пĕрлешес пулать сирĕн — иксĕр вара шăхăрса кăна пурăнатăр. А, мĕн, питĕ лайăх шухăш ку. Атя, пĕрлештеретпĕр сире. Яла пĕрре кисрентермелле туй тăватпăр. Атту ытла та шăппăн пурăнать ял. /Вылянса юрласа ярать./
Туй, туй, туй тесе
Пурнас йытта пусрăмăр.
Туя туй пек тăвар-и?
Яла кĕрлеттерер-и?
Çиччас Якур мучине чĕнсе кăларатпăр. Пĕрлештерес сире!
МАРУК. Кай, кай, тем те пĕр калаçса ан тăр. Санăн, Яша, пĕрехмай шăл йĕресси. Çапла çăмăлттайланса тăр-ха, хăвăн хĕрÿ те пăрахса каять, ак. Юлан вара эс те хусаха. Ялта хĕр урăх тупаймастăн. Кунта хула мар.
ЯША. Юратать пулсан — каймасть. Якур мучипе пĕрех калаçса пăхас пулĕ кун пирки, Марук кинеми? Э?
МАРУК /тăруках улшăнса/. Эй Турух, санпа калаçса çылăха кĕрсе пĕтĕн тата. Турă, каçар. Ху авлан-ха малтан. /Пăрахса утать. Утнă май/ Якурпа пĕрлешĕн унпа... Якур вĕт вăл — типсе хытса ларнă бамбук! Бамбукăн мĕн туйăмĕсем пулма пултарччăр чунĕнче? Хăйне ырă туса, пăхса пурăннине те туймасть. Мĕн авланма пултартăр вăл...
ЯША /Марук хыççăн кăшкăрарах/. Эс, Марук аппа, çапах та хатĕрлен туя! Сирĕн-и унта, пирĕн-и — çак шăпланса ларнă ялта пĕрре-пĕрре туй кĕрлемеллех!
ОЛЯ. Яша, хăвăн шÿтлессипе кÿрентермерĕн-и эс Марук кинемее?
ЯША. Вăл хăй япшар чĕлхеллĕ. Шÿте ăнланать вăл.
ОЛЯ. Яша, эс çапах та манпа Никантăр тете пек пулса тек ан шÿтле, юрать-и?«Çапса пăрахатăп» тесе те тек ан кала.
ЯША. Сан çине мĕнле алă çĕклеем ĕнтĕ эпĕ? Ун пекки пулсан манăн алă хăрса татăлса ÿктĕр.
ОЛЯ. Ун пек те ан кала. Каланă сăмах чăна тухма пултарать теççĕ. Аллу чăнласах хăрса ларсан? Алăсăр юлсан эсĕ мана мĕнле ыталăн?
ЯША /вылянса/. А-а, санăн мана ыталаттарас килет апла?
ОЛЯ. Юрататăн пулсан, паллах, ыталаттарас килет ĕнтĕ вăл.
ЯША. Оля, эпĕ сана нихăçан та кÿрентермĕп. Пĕлетĕн-и, санпа мĕн тăвăп эпĕ? Эпĕ сана çисе яратăп. Ак, çапла! /Ольăна ашкăнса чуп тăвать./
ОЛЯ. Хĕрхенмелле Марийка аппана. Патак айĕнчен тухса кураймасть те пулĕ вăл. Шел ăна. /Куçне пикенсе шăлма пуçлать./
ЯША. Эс, мĕн? Йĕретĕн-им?
ОЛЯ /ĕсĕклесе/. Эпĕ ăна питĕ хĕрхенетĕп.
ЯША. Мĕн тери тĕлĕнтермĕш хĕрача вĕт-ха эсĕ манăн. Питĕ чунлăскер. Çук, эпĕ сана нихăçан та кÿрентерессĕм çук. Нихăçан та куççуль айне тумăп. Куçусем санăн йĕпе вырăнта иккен.
ОЛЯ. Эпĕ хамшăн йĕместĕп-иç, Марийка аппана хĕрхенсе çеç.
ЯША. Пĕрех.
ОЛЯ. Яша, вĕсем те, Никандр тетепе иккĕшĕ, юратсах çÿренĕ пулĕ ĕнтĕ çамрăк чухне, халь мĕншĕн вĕсем çавăн пек пурăнаççĕ?
ЯША. Мĕншĕн тесен Никандр тете ĕçке ернĕ. Ĕçсен ĕçки пĕлмест унăн.
ОЛЯ. Яша, юрату иртсе каять-им вăл?
Юрă пуçланать — Оля юрлать. Яша ăна пăхса киленет.
ОЛЯ. Ма эс сăмах хушрăн-ши?
Ма эп куçран пăхрăм-ши?

Арсений ТАРАСОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.