Мăрье шăлма хăпарсан

25 Çĕртме, 2018

Чăн пурнăçран
Çурла уйăхĕ вĕçĕнче тăван ялта пултăм. Çанталăкĕ питĕ лайăх тăратчĕ. Пахчара иккĕмĕш хут ашкăрса кайнă курăка аннепе тăрăшса çултăмăр. Тăтăшах тавăрса тăнăран пĕр-ик кунтанах кушăхса çитрĕ.
— Ывăлăм,— терĕ мана анне утă хăпартнă чух, — сан валли тепĕр ĕç пур манăн. Вăхăту пулсан мăрьесене шăлса памăн-и, атту пушарниксем тĕрĕслес-тăвас пулсан штраф тÿлеттерме те пултарĕç. Хам çÿле хăпараймастăп — пуçăм çаврăнать...
«Вăхăту пулсан» тет-ха анне. Аннешĕн, тăван килшĕн вăхăт тупаймасан намăс пире, унăн ÿссе çитĕннĕ ачисене. Чăннипе, эпир ахаль те тăван килте кĕрĕк йăваласа, халап çапса лармастпăр, мĕн май килнĕ таран пулăшатпăр. Хыпарсене пĕр-пĕрне пĕлтересси ĕç пынă май та пулĕ.
Çаран техĕмĕпе сăмсана кăтăклакан шеп кăна типсе çитнĕ утă купин юлашки çĕклемне аслăк çине вăркăнтартăм та, кăштах сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн, пÿрт тăррине улăхса лартăм.
Кăмака мăрйи, чăнах та, анне каларăшле, тахçанах юсава тивĕçлĕ. Ытарлă каласан, тĕрлĕ тĕслĕ саплăк лартса тултарнă сăхман пекех: тĕл-тĕл хĕрлĕ кирпĕч курăнать, хăрăмпа хуралнă лаптăксем те пур, çавăнтах шурă тăм чиперех çыпçăнса ларнă вырăнсем те палăраççĕ. Ахальтен каламан пуль мăрье çинчен сăмах тупсăмĕнче: «пĕр çĕлĕкĕн çĕр саплăк» тесе.
Алăра кирпĕч купаламалли е штукатурка тумалли мастерок евĕр пĕр-пĕр шăвăç татки пулсан йăпăр-япăр кăна çавăрса хумалла ку ĕçе, анчах аннен хуçалăхĕнче унашкал япала пулманни самаях чăрмантарать. Шыракан тупать тенĕ пек, анне те пĕр ăстрăм кил картишĕнче унăн-кунăн пăхкаласа çÿренĕ хыççăн таçтан, шăпăр кĕтесĕнчен, пĕчĕкçеç катăк кĕреçе шыраса тупрĕ. Мăнукĕсенчен юлнă пулас. Эпĕ ăна авса мастерок пек майлаштартăм та тытăнтăм мăрьене тăмпа шаплаттарма. Кивĕ улăмпа хутăштарса çăрнă тăмне анне хатĕрлесе те хунă иккен. Хăш самантра ĕлкĕрнĕ-ши?Эпĕ асăрхамарăм-çке вăл тăмпа аппаланнине.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.