Archive - 7 Авăн, 2017

7 Авăн, 2017

Халăх шухăшне пĕлесшĕн

Чăваш Енре обществăпа политика лару-тăрăвне хаклас тĕллевпе тĕпчев ирттересшĕн. Çавна май ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ уçă конкурс ирттерет. Контракт хакĕ — 1 миллион та 280 пин тенкĕ. Социаллă тĕпчев ирттерекен организацин документсене авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен хатĕрлесе памалла.

7 Авăн, 2017

Вăрманти утаршăн – штраф

ЧР Çут çанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри вăрмансенче саккуна пăсса вĕлле хурчĕсене вырнаçтарнă 20 тĕслĕх тупса палăртнă. Çавна май ку тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă.

РФ Вăрман кодексĕн 38-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, вăрманта утар тытма ирĕк пур, анчах çĕр лаптăкне тара илме е укçасăр усă курма ыйтса çырмалла. Кирлĕ документсемпе ЧР Çут çанталăк министерствине çитмелле. Унсăрăн вăрманта вĕлле хÿрчĕсем тытнăшăн штраф тÿлеме тивĕ.

7 Авăн, 2017

Даниилăн — икĕ медаль

Нумаях пулмасть шашкăлла выляс енĕпе тĕнче чемпионачĕ вĕçленнĕ. Вăл пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Болгарири Кранево салинчи «Аквалайф» спорткомплексра иртнĕ. 14 çĕршывран çитнĕ 200 ытла шашист чемпион ятне çĕнсе илессишĕн хастар тупăшнă.

7 Авăн, 2017

Хуралăн чи лайăх ертÿçи

Çак ята Шупашкарти ятарлă пушарпа çăлав чаçĕн аслă лейтенанчĕ Евгений Долгов тивĕçнĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Созвездие мужества» фестивале хутшăнса республика тапхăрĕнче палăрнă.

Pages