Комментари хушас

7 Авăн, 2017

Хуралăн чи лайăх ертÿçи

Çак ята Шупашкарти ятарлă пушарпа çăлав чаçĕн аслă лейтенанчĕ Евгений Долгов тивĕçнĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Созвездие мужества» фестивале хутшăнса республика тапхăрĕнче палăрнă. Кăçал кăна мар, ытти çул та çамрăк пушарнăй унта çĕнтернĕ.

Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра çуралса ÿснĕ Евгений пĕчĕкренех çăлавçă пулма ĕмĕтленнĕ. Çавна май вăл Ивановăри пушарнăйсене хатĕрлекен патшалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Пулас çăлавçă студент чухнех паттăрлăхĕпе палăрнă: Иваново облаçĕнчи вăрмансенчи пушара сÿнтернĕ çĕре хутшăннăшăн ăна медальпе чысланă.

Евгений 2013 çултанпа Шупашкарти 4-мĕш пушар чаçĕнче хурал ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлать. Хастар та яваплăскер пушă вăхăта спорта халаллать. «МЧС ĕçченĕн кирек епле лару-тăрура та çынсене пулăшма хатĕр пулмалла. Ÿт-пĕве пиçĕхтерни усăллă. Чрезвычайлă лару-тăрура манăн командăна ертсе пымалла. Пысăк яваплăх ман çинче, çавăнпа йăнăшасран асăрханмалла. «Созвездие мужества» фестиваль йышши ăмăртусене хутшăнмаллах, унта професси шайĕ тĕрĕслев витĕр тухать», — каласа кăтартнă Евгений.

Пысăк лаптăка ярса илнĕ пушарсене сÿнтерме хутшăнакан лейтенанта «Пушарти паттăрлăхшăн» медальпе те наградăланă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.