Комментари хушас

7 Авăн, 2017

Даниилăн — икĕ медаль

Нумаях пулмасть шашкăлла выляс енĕпе тĕнче чемпионачĕ вĕçленнĕ. Вăл пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Болгарири Кранево салинчи «Аквалайф» спорткомплексра иртнĕ. 14 çĕршывран çитнĕ 200 ытла шашист чемпион ятне çĕнсе илессишĕн хастар тупăшнă. Вĕсен йышĕнче Шупашкар каччи Даниил Леонидов та пулнă. Вăл çĕршыв чысне Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче тивĕçлипе хÿтĕленĕ. Шупашкарти «Энергия» спорт шкулĕнче ăсталăхне туптаканскер 14-16 çулсенчи çамрăксен хушшинче ăмăртнă. Даниил командăн пухмачне икĕ «ылтăнпа», пĕр «бронзăпа» пуянлатнă.

Чемпионат виçĕ программăпа иртнĕ: классика, хăвăрт тата питĕ хăвăрт вылясси. Юлашки программăра Даниил вăййа 4 очко ытларах пухса вĕçленĕ. Анчах хăвăрт выляссинче ăна йывăртарах килнĕ, спортсменсем кĕç-вĕç çĕнтерессĕн ăмăртнă. Шашист пысăк коэффициента пула кăна «ылтăн» медале тивĕçнĕ.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Раççейĕн пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш вырăна тухнă. Беларуç спортсменĕсенчен иртмешкĕн вĕсене икĕ очко кăна çитеймен. «Бронзăна» вара Молдова шашисчĕсем çĕнсе илнĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.