Archive - 28 Sep, 2017

Çĕмĕрле районĕнче вырăссем нумай тенине илтнĕ ĕнтĕ. Анчах ытти халăх çыннине те курма пулать. Сăмахран, Ксения Медведева хăйне тÿрех икĕ халăхпа çыхăнтарать, амăшĕ енчен вăл — мари, ашшĕ енчен — чăваш.

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ижевскра федерацин Атăлçи тăрăхĕнче вĕренекенсен хăй тытăмлăхĕн форумĕ иртнĕ. Унта 9 регион хутшăннă. Вĕсен йышĕнче — Шупашкарти 37-мĕш шкул команди.

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче тĕлĕнмелле уяв — Смайлик кунĕ — иртрĕ. Пурте пĕлекен сарă тĕслĕ пит иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕнчех пулнă. Çапах та ăна чи малтан кам шухăшласа кăларни паллă мар. Кун пирки тĕрлĕ верси çÿрет. Компьютерти смайлик авторĕ — Америка ученăйĕ Скотт Фалман. Вăл 35 çул каялла пĕлтерÿсене смайликсемпе /вĕсем икĕ пăнчăран, тирепе скобкăран тăнă/ усă курса çырма сĕннĕ. Çапах та Фалманччен маларах вырăссен паллă писателĕ Владимир Набоков скобкăпа кулă евĕр усă курнă.

Ку пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тихăнушкăнь ялĕ патĕнче пулнă. 7-мĕш класс пĕтернĕ Кирилл Блинов кăнтăрла иртни пилĕк сехет тĕлнелле урама тухнă. Арçын ача пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтнĕ. Вăл тÿрех кун пирки амăшне пĕлтернĕ.

Хальччен çăмран çăматă йăваланине, çип арласа алсиш-нуски çыхнине çеç пĕлнĕччĕ. Унран картина та хатĕрлеме май пуррине илтсен питĕ тĕлĕнтĕм. Кунашкал мелпе усă курса тунăскерсем питĕ илемлĕ. Пĕрре пăхсан ĕçĕ çăмăл пек туйăнать. Çук иккен, вăл питĕ кăткăс. Психологсен шухăшĕпе, ку хăйне евĕр ĕç чуна лăплантарма, çынна хăйне ĕненме пулăшать.

Шупашкарта пурăнакан ултă ачаллă Даниловсен çемйи 2012 çултанпа хваттер черетĕнче тăрать. Ун чухне списокра çирĕм пиллĕкмĕш пулнă вĕсем. Унтанпа çичĕ çул хыçа юлнă, вĕсем хулара халĕ те виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер тара тытса пурăнаççĕ. Йышлă çемье паянхи кун та пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессе кĕтсе илеймен.

«Мачча тăрринчен персе анать-им?»

Pages