- Чăвашла верси
- Русская версия
Çут çанталăка пуç çапаççĕ
Çĕмĕрле районĕнче вырăссем нумай тенине илтнĕ ĕнтĕ. Анчах ытти халăх çыннине те курма пулать. Сăмахран, Ксения Медведева хăйне тÿрех икĕ халăхпа çыхăнтарать, амăшĕ енчен вăл — мари, ашшĕ енчен — чăваш. Раççей шкул ачисен юхăмĕнче тăраканскер Вырăс Улхаш шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренет, Пысăк Улхаш ялĕнче пурăнать.
Каникул вăхăтĕнче е уявсенче Ксюша Мари Республикине çÿреме юратать. Унăн кукашшĕпе кукамăшĕ Звенигово районĕнчи Чăваш Отар ялĕнче пурăнаççĕ. Мăнукĕ хăнана килсен чунтанах хĕпĕртеççĕ, чи лайăххипе сăйлама тăрăшаççĕ.
«Мари халăхĕ чăвашсем пекех, — тет Ксюша. — Анчах уйрăмлăхсем те пур. Ун çинчен мана анне каласа пачĕ».
Вĕрÿ-суру анлă сарăлнă
Мари çыннисене вырăссем малтан черемис /çармăс/ тенĕ. Вĕсем виçĕ ушкăна пайланаççĕ: ту çинчи, хирти тата тухăçри. Ксюшăн кукашшĕпе кукамăшĕ — хирти çармăссем. Çак ушкăнсен чĕлхи пĕр-пĕринчен уйрăларах тăрать, тепĕр чухне пĕр-пĕрне ăнланма та йывăртарах.
Марисем чăвашсем пекех ака-суха ĕçĕпе пурăннă. Çĕр ĕçĕнче вĕсем суха пуçĕпе /марилле — шага/, катмакпа /вырăсла — мотыга, марилле — катман/ тата тутар ака пуçĕпе /сабан/ усă курнă. Выльăх- чĕрлĕх пăхасси ун пекех анлă сарăлман.
Халăх медицини вăйлă аталаннине те пĕлет Ксюша. Ăна тĕнче уçлăхĕн пурнăç вăйне, турăсен ирĕкне, усал вăйсене, вилнисен чунне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Çавна май ялсенче вĕрÿ-сурупа аппаланакан халĕ те нумай иккен. Мари халăхĕ те, тахçан чăвашсем пекех, çут çанталăк вăйĕсене çеç пуç çапнă. Христиан тĕнне 16-18-мĕш ĕмĕрсенче йышăннă.
Кăсăклă йăласенчен пĕри — вилнĕ çынна пытарнă чухне пурнăç тăршшĕпе пухса пынă чĕрнене, шăлан тураттине тата пир татăкне пĕрле хурасси. Чĕрне — леш тĕнчере тусене парăнтарма, шăлан вилнисен патшалăхне хураллакан çĕленпе йытта хăвалама кирлĕ тесе шухăшланă. Пир татăкĕ вара, кĕпер çийĕн кайнă пек, вилнисен чунĕсем леш тĕнчене çитĕç тенĕ.
Туйри тĕп япаласенчен пĕри — туй пушши /сÿан лупш/. Вăл — çамрăк мăшăрăн пĕрлехи çулне упраса тăраканĕ.
Ку халăхăн Мăнкунĕ Кугече ятлă. Çак уявра кил хуçи арăмĕ кăмака хутса нумай сийлĕ икерчĕ пĕçерет. Ку наци апачĕ шутланать. Пĕрремĕш сийпе икерчĕ чусти хураççĕ, иккĕмĕшĕ — пăтă, çакна çунакан кăмакара пĕçереççĕ. Икерчĕ пиçсен кăмрăкне пуçтараççĕ те вĕтĕ кукăль пĕçерме лартаççĕ. Ку пĕтĕмпех Мăнкун ячĕпе. Кугече — мари халăхĕн авалтан пыракан уявĕ. Ăна çут çанталăк çĕнелнине тата вилнисене халалланă.
Чăвашсенни пекех марисен те христиан тĕнĕпе çут çанталăк вăйĕсене пуççапасси пĕрлешсе кайнă, çавăнпа халăх иккĕшне те пăхăнать.
Ç.р улмине кил.штерсе
«Марисем — питĕ ăшă кăмăллă, хаваслă, хăна пăхма юратакан халăх, — тет Ксения. — Тĕпелĕ те пуян. Çĕр улми иккĕмĕш çăкăр вырăнне пулнăран çак тымар çимĕçрен нумай апат хатĕрлеççĕ: пельмень, икерчĕ, нимĕр, кукăль, сысна какайĕпе пăшăхланă çĕр улми. Сĕт-турăх хушса хатĕрленĕ çимĕç чылай: шорвал, туара, сĕт яшки, сĕтре хатĕрленĕ тăпăрчă çаврашки, тăпăрчăран хатĕрленĕ ĕçме. Марисен тутлă апат нумай».
Х.рсем капăрлăх юратаçç.
Сăн ÿкерчĕкре Ксюша — 60-70-мĕш çулсенчи çармăс тумĕпе. Наци тумĕ питĕ кăсăклантарать ăна, çавăнпа ун пирки кĕнекесенчен те вуласа пĕлнĕ.
Ĕлĕкхи çармăс арçыннисем туника пекрех кĕпе /тувыр/, шăлавар /йолаш/ тата кафтан /шовыр/ тăхăннă, пилĕке алшăлли /солык/ е хăш чухне пиçиххи /ÿшто/ çыхнă. Урара сăран атă пулнă. Каярах вырăссенчен çăматă йăвалама тата çăпата хуçма вĕреннĕ. Шурлăхлă вырăнсенче ĕçлеме атă тĕпне йывăç /кетырма/ çирĕплетнĕ. Хĕрарăмсен пилĕке çакмалли капăрлăхсем пулнă. Пуçа вара е конус евĕр калпак, е вырăссенчен илнĕ сорока, е шарпан /пуç алшăллийĕ/ тăхăннă. Мăкшăсенне тата удмуртсенне аса илтерекенни — шурка.
«Кукамай каланă тăрăх, мари хĕрĕсем капăр тумланма юратаççĕ. Малтан та çавăн пекех пулнă. Çавăнпа темиçе сийлĕ тăхăннă. Капăрлăхсем нумай çакса тултарнă, 35 килограмм кĕмĕл таранах. Çак илемлĕ тум ăруран ăрăва куçнă. Халĕ, паллах, наци тумне уявра е паллă мероприятире кăна курма пулать. Çармăссем те ыттисем пекех тумланаççĕ», — тет хĕр ача.
Кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче Ксюша тутлă сăйланма çеç мар, вĕсен ăслă сăмахĕсене итлеме те юратать. Халăх сăмахлăхне лайăх пĕлекенскерсем урăхла калаçма пултараймаççĕ те. Шăпах вĕсенчен хĕр ача çакнашкал ваттисен сăмахĕсене час-час илтет.
Анне юратса кăна ятлать.
Качча тухсан — тÿс, мулкач тирĕ те виçĕ çул тÿсет.
Суя сăмах — виç кунлăх, тĕрĕс сăмах — ĕмĕрлĕх.
Лаша — этем çуначĕ.
Хĕвел çинче ăшă, аннепе — тата ăшăрах.
Ачасем пĕчĕк чух — урана, ÿссен — чĕрене йывăр.
Мари тата чăваш чĕлхисенче пĕр пек сăмах нумай. Малалла вулас...
Комментари хушас