Сочиненире смайлик ÿкерес килет

28 Авăн, 2017

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче тĕлĕнмелле уяв — Смайлик кунĕ — иртрĕ. Пурте пĕлекен сарă тĕслĕ пит иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕнчех пулнă. Çапах та ăна чи малтан кам шухăшласа кăларни паллă мар. Кун пирки тĕрлĕ верси çÿрет. Компьютерти смайлик авторĕ — Америка ученăйĕ Скотт Фалман. Вăл 35 çул каялла пĕлтерÿсене смайликсемпе /вĕсем икĕ пăнчăран, тирепе скобкăран тăнă/ усă курса çырма сĕннĕ. Çапах та Фалманччен маларах вырăссен паллă писателĕ Владимир Набоков скобкăпа кулă евĕр усă курнă.

Паянхи кун смайлик пирĕн культурăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ, интернетри этикета кĕчĕ. Унпа харпăр çырура кăна мар, форумра, блогра, соцсетьре, СМС-çырура анлă усă кураççĕ. Çыннăн кăмăл-туйăмне, ĕçне пĕлтерекен тем тĕрлĕ смайлик та пур халĕ. Пирĕн вулавçăсем смайлик çинчен мĕн шухăшлаççĕ-ха?

Иосиф АЛЕКСАНДРОВ, 14 çулта, Канаш:

— Эпĕ смайликпе сайра усă куратăп, вĕсем пурришĕн савăнмастăп та, кулянмастăп та. Хăш-пĕр çынна сăмахпа йăлтах каласа пама йывăр, кун пек чухне тĕрлĕ çав çаврашкасем пулăшаççĕ те. Вĕсем интернетри калаçура питĕ кулăшла курăнаççĕ, анчах пурнăçра усă курма çук-çке.

Ольга ИЛЛАРИОНОВА, 15 çулта, Муркаш:

— Эпĕ смайлик тăрăх туссен кăмăлне пĕлеетĕп. СМС-çырура вĕсене хаваспах йышăнатăп. Çынпа куçран пăхса калаçнă пекех туйăнать. Смайлик тăтăшах лартатăп. Анчах мана хуравламарĕ, смайлик та пулин ямарĕ тĕк ку çын сăпайсăр тесе шухăшлатăп.

 

Лиза ОХТЯРОВА, 12 çулта, Шупашкар:

— Хальхи саманара интернетри калаçура вĕсемсĕр май çук. Смайлик лартман çын пур-ши? Эпĕ май пур таран сайрарах усă курма, туссем патне çырнă чухне çеç, тăрăшатăп, мĕншĕн тесен ку вĕренÿре питĕ кансĕрлет. Сочинени çырнă чухне хушăран смайлик ÿкерсе хурас килет.

 

 

Катя СОРОКИНА, 17 çулта, Муркаш:

— Смайлике тепĕр майлă "эмоджи" теççĕ. Вĕсем çырăва ансатлатаççĕ. Мĕнле туйăм пулни пирки çырса вăхăта ирттериччен смайлик пусатăп та — пулчĕ те. Питĕ хăвăрт та меллĕ. Ман шухăшпа, сарă тĕслĕ сăнсем хаваслăх кĕртеççĕ. Унсăрăн янă СМС-çыру шухăшлаттарать: авторĕн кăмăлĕ начар-ши е кÿреннĕ-ши вăл?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.