Вăрманти утаршăн – штраф
ЧР Çут çанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри вăрмансенче саккуна пăсса вĕлле хурчĕсене вырнаçтарнă 20 тĕслĕх тупса палăртнă. Çавна май ку тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă.
РФ Вăрман кодексĕн 38-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, вăрманта утар тытма ирĕк пур, анчах çĕр лаптăкне тара илме е укçасăр усă курма ыйтса çырмалла. Кирлĕ документсемпе ЧР Çут çанталăк министерствине çитмелле. Унсăрăн вăрманта вĕлле хÿрчĕсем тытнăшăн штраф тÿлеме тивĕ.