Archive - 2016

декабрь 15th

15 Раштав, 2016

Чăвашсен диалекчĕпе кăсăкланать

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 4-мĕш курс студентки, Тăвай районĕнчи Тăрмăшра çуралса ÿснĕ Александра Прокопьева культура эткерлĕхĕн, экологи тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «ЮНЭКО» çамрăксен форумĕнче палăрнă. Историпе филологи факультетĕнче ăс пухаканскер I степень Диплома тата «Студентсен чи лайăх ăслăлăх ĕçĕ» медале тивĕçнĕ. Пĕтĕм çĕршыври çамрăк ăсчахсем пуçтарăннă форумран çĕнтерÿпе таврăннă хĕрпе ăслăлăх, малашлăхри плансем пирки калаçрăмăр.Малалла вулас...

15 Раштав, 2016

Ывăлĕ хăр-хар калаçнăшăн пăшăрханать

Редакци телефонĕ шăнкăртатрĕ: “Сирĕн хаçатра “Кинĕпе тата ывăлĕпе хутшăнасшăн мар” статьяна вуланă хыççăн чун кÿтсе килнипе шăнкăравларăм. Эпĕ 86-ра. Тамăкри пек пурăнатăп. Ывăл мана пăхмасть.

15 Раштав, 2016

Планетари Шупашкарта пулĕ

Метрополитен валли

Мускаври метрополитен валли Шупашкарта оборудовани кăларма пуçлĕç. Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Мускава ĕçлĕ çулçÿревпе кайнă май «Siemens» тата «ВНИИР» компанисем килĕшÿ алă пуснă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

Енсем SiemensSitrasDSG тата SiemensSitrasREC ятлă хатĕре пирĕн республикăра кăларасси пирки калаçса татăлнă. Пысăк технологиллĕ çак продукци метрополитенăн подстанцийĕсем тата хулари çĕр çийĕн çÿрекен транспорт валли кирлĕ.

15 Раштав, 2016

«Пĕр каç кăна канлĕн çывăрасчĕ»

Икĕ хутлă баракра çынсем пурăннине ĕненес килмерĕ: чÿречесем ванчăк, хваттер алăкĕсем яри уçă... Тĕссĕр çуртпа унăн таврашне тайлăк картасемпе сарайсем пушшех ирсĕрлетеççĕ. Çÿп-çап, çăвĕпе ашкăрнă хыт-хура шурă юрпа хупланнă. Унсăрăн тата тискертерех ÿкерчĕк пулĕччĕ. Икĕ хутлă, сакăр хваттерлĕ çуртра 17 çын пропискăра тăрать, анчах пурăнаканĕсем — иккĕн: 39-ти Оксана Журавлевăпа унăн ашшĕ 80-ри Геннадий Михайлович.

15 Раштав, 2016

«Кашни кĕвве чун витĕр кăлармалла»

Чăваш Енре «Пилеш кайăкĕсем» юрра пĕлмен çын пур-ши? Ăна пĕр вăхăт кашни кĕтесрех чарăнми янăраттаратчĕç. Юрра илемлĕ сасăпа шăрантаракансем — «Хавас» ушкăн пикисем.

15 Раштав, 2016

Вĕсем инкеке лекнĕ çынсене çăлнă

Инкек куçа курăнса килмест. Йывăрлăха çаклансан чылай чухне тăван-пĕлĕш мар, палламан çын алă парать. Паттăрсем вăрçăра çеç мар, кулленхи пурнăçра та пур. Кашниех вĕсен йышне лекеймест. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Вирхĕнсе чупакан урхамаха чарма пултаракан, çулăм хыпса илнĕ çурта кĕрекен, усала хирĕç кĕрешекен, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан темĕн чухлех. Хаçатра кăçал инкеке çакланнисен пурнăçне çăлнă çынсемпе паллаштарма тĕв турăмăр.

15 Раштав, 2016

Хуçалăхра пĕр пăта та çапман

«Кольăн кăмака хутма 1 грамм вутă та çук. Ав паян мăрйинчен тĕтĕм тухать-ха, çатрака çунтарать пулмалла», — Красноармейски районĕнчи Хусакассинче çапла каланине илтсенех хăлхана чăнк! тăратрăмăр. Эппин, ку хусахпа паллашмаллах! Кун пек сивĕ çанталăкра /çав кун урамра 20 градус сивĕччĕ/ çатрака çунтарса мĕнле пурăнать вăл? Шăнса вилмест-ши? Малалла вулас...

15 Раштав, 2016

Капмар çурт пирки ĕмĕтленнĕ

Тăвай районĕнчи Вăтаялĕнче пурăнакан Козловсен шухăшĕпе, çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ — ăнланура, пĕр-пĕрне ĕненнинче. «Икĕ чĕрере çуралнă ăшă туйăмсене упрас тесен пĕр-пĕрне итлеме çеç мар, илтме те пĕлмелле», — теççĕ вĕсем. Малалла вулас...

декабрь 14th

14 Раштав, 2016

«Хыпар» 196 (27106) №, 14.12.2016

Халăхпа влаç – пĕр çыхăнура
Опыт пухма — Европăна
«Тасалăха упрăр, шанăçа çирĕплетĕр!»
«Арçынна тимĕр савăнăç кÿрет»
Мĕнле шыв ĕçетпĕр?
Çул çине ÿкеççĕ
Аякри хуласенчен — наградăсемпе
Сумлă ĕçшĕн - медаль
Чапаев дивизийĕ манăçмасть

Pages