Archive - Ака 2016
- Date
- Type
апреля 28th
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 16 /865/ №, 28.04.2016
ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне/
Сад-пахчана тĕрĕс йĕркелемелле
Çуркунне йывăç-тĕм лартмалли вăхăт çитрĕ. Шăпах тĕнче вăранса чĕрĕлнĕ чухне хамăр йĕри-тавралăха тата илемлĕрех, хăтлăрах тăвас килет. Илем кÿме, йывăç-курăк, чечек ÿстерме кăштах пĕлÿ пулни самаях пулăшать. Сад-пахчана мĕнлерех хăтлăлатмалли, йĕркелемелли çинчен Шупашкарти Ботаника сачĕн тĕп агрономĕ Антонина Аркадьевна ВАСИЛЬЕВА каласа пачĕ.
Гладиолус лартатпăр
Гладиолуса çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен лартмалла. Чечек суханĕсене хуппинчен тасатмалла, чирлĕ вырăнĕсене касмалла, суранне зеленкăпа е марганцовка ирĕлчĕкĕпе сăтăрмалла. Ун хыççăн сухансене типĕтмелле, йывăç кĕлĕ сапмалла. Лартас умĕн 2 сехет марганцовкăн шĕвĕрех ирĕлчĕкĕнче тытмалла. Гладиолуссем пулăхлă, çĕрнĕ тислĕк хывнă çĕр çинче лайăхрах ÿсеççĕ.
Шултра сухансене — 10-12 сантиметр, вăтаммисене — 6-8, «ачисене» — 2-4 сантиметр тарăнăшне варăнтармалла. 1 тăваткал метр çинче шултра йышши 30 е вĕтĕрех 50 гладиолус ÿсме пултарать.
Улма-çырла йывăçне лартасси
Пирĕн тăрăхра улма-çырла тĕмĕсене, йывăçсене кĕркунне те, çуркунне те лартма юрать. Çуркунне лартнă çамрăк хунава çу каçиччен мĕнле аталаннине сăнаса тăма аванрах. Йывăç-тĕмсене çулçăсем тухиччен лартма тăрăшмалла.
Шăвăç тимĕре сăрлатпăр
Пурăнмалли çурт тăррине тимĕр листасемпе витнĕ. Ăна сăрлас тетĕп. Çак ĕç йĕрки çинчен çырса пичетлеймĕр-ши?
Владимир ЯБЛОЧКИН.
Вăрнар районĕ.
Горчица хыççăн
Пĕлтĕр кĕркунне пахчана горчица акса хăвартăмăр. Кĕркунне вăл шăтса сип-симĕс ларчĕ, халь, çуркунне, пахча хуп-хурах, хĕл каçиччен çĕрсе кайнă. Кÿршĕсем те акнă горчицăна, вĕсен çĕнĕрен шăтса тухнă пек, пахчи сип-симĕс. Мĕне пĕлтерет-ши ку? Хăшĕ усăллăрах?
Н.СТЕПАНОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.
Тăпрана пусарса акатăп
Йăран хатĕрленĕ чухне çак меслете шута илме сĕнетĕп, вăл чылайăшне килĕшет пулĕ тетĕп.
Кирек мĕнле пахчаçимĕç вăррине акмашкăн та йăрансем çине йĕрсем — канавсем — тăватпăр. Çав йĕрсене йывăç пăрăс таткипе кăштах пусарса тухмалла. Çак канавсене вăрлăха акмалла та çиелтен кăпăшка тăпрапа /ăна лайăх çĕрнĕ тислĕкпе хутăштармалла/ хупласа тухмалла. Пусарса тухнă йĕрсенче вăрлăх тикĕссĕн выртать, шăтасса та харăсраххăн шăтса тухать. Кăпăшка тăпрана акнă чухне вара вăрăсем тикĕссĕн ÿкмеççĕ, хăшĕ-пĕри çĕре шалаллах анса каять, çавна май вăрлăх тикĕс шăтмасть.