Archive - 16 Нарăс, 2016

16 Нарăс, 2016

Лайăх ĕçлерĕмĕр, лайăх пурăнтăмăр

Çĕрпÿ районĕнчи «Цивильский» совхоза /каярахпа - акционерсен хупă обществи/ нумай çул ертсе пынă, 2005-2009 çулсенче республикăн Апат-çимĕç фончĕн директорĕ пулнă Юрий Егорович ФЕДОРОВА /16.08.1947/ АПК ветеранĕсем çеç мар, унран çамрăкрах ертÿçĕсем те лайăх пĕлеççĕ.

16 Нарăс, 2016

Иосиф ДМИТРИЕВ-ТРЕР: «Сывлăш çитмест, аннеçĕм. Мĕн тăвас?»

Чăваш Енри паллă темиçе çыннăн кашни сăмахне журналистăн кун кĕнекине çырса пыма пулать. Тикĕт пичкинчи тин юхтарнă пыл тумламĕ пек вĕсем, çумкурăк евĕр ашкăрса ÿсекен Америка вĕренин ятарласа лартман вăрманĕнчи çÿл тÿпенелле тăлăххăн кармашакан лаштра юман евĕр.

16 Нарăс, 2016

Чикĕ леш енчен - аслă пĕлÿ илме

Республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ют çĕршывсенчен килнĕ студентсен йышĕ ÿссех пырать: хальхи вăхăтра çак хисеп 1000 çын патнех кармашать. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче

16 Нарăс, 2016

Виçĕ юлташ - шкул чысĕпе мухтавĕ

Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вĕренекен Никита Александров кунсерен Вăрнара васкать, инçе çул та шиклентермест ăна. Ахальтен мар паллах: 9-мĕш класс ачи спорт шкулне çÿресе ăсталăха аталантарать.

16 Нарăс, 2016

Кĕçĕн Шетмĕсен тăванран та тăван çынни

Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн, Шупашкар хулин гербĕпе ялавĕн авторĕ, Чăваш халăх художникĕ, Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, Пĕтĕм Раççейри Геральдика обществин хисеплĕ член-корреспонденчĕ Элли Юрьев çинчен статьясемпе очерксем кăна мар, кĕнекесем те пи

16 Нарăс, 2016

Китай коррупципе кĕрешессине вăйлатать

КХРта «вак çаратушăн» чиновниксемшĕн вĕлермелли мерăна каялла тавăрассине сÿтсе яваççĕ, Раççейре вара 100 млн доллар вăрласан та тĕрмере 2 уйăх çурă çеç лараççĕ.

16 Нарăс, 2016

40 çулта Раççейре çĕнĕ пурнăç пуçланă

Жан-Мишель Коснюо Раççее Парижран 90-мĕш çулсен варринче килнĕ - çывăх çыннине çухатнă хыççăн 40 çулта çĕнĕрен пурнăç пуçлама: «Мария Нью-Йоркран Парижа таврăннă, вĕсен самолечĕ Атлантика çийĕн ÿкнĕ. Марийăпа эпĕ 5 çул телейлĕ пурăнтăм. Вăл вырăс хĕрарăмĕччĕ. Çавăнпах пулĕ Раççее кайма шухăшларăм. Ку вăл пĕр енне илнĕ билет çеç пулчĕ».

Вырăсла пĕр сăмах пĕлмесĕрех Жан-Мишель Раççее килнĕ. Мускавра пĕчĕк бар уçнă, ун хыççăн - тата 16 бар, ресторансем, çĕрлехи клубсем. Пĕрисен - хуçи, теприсен дизайнерĕ пулнă.

16 Нарăс, 2016

Çуралнă тăрăх хăват парать

100 çулти ветеран Мускавран хăех килсе çÿрет

Чăрăшкас Мăрат ялĕнчи Степановсен çемйишĕн Çĕнĕ çул уявĕ пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăмпа пĕр килчĕ: çемье пуçĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ Василий Степанов, 100 çул тултарчĕ. Василий Степанович халĕ Мускавра пурăнать пулин те тăван тăрăха манмасть. Пĕлтĕр вăл Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине Вăрнар хутлăхĕнче кĕтсе илчĕ, районти парада хутшăнчĕ.

- Çуралнă çĕршыва чун туртать, - терĕ вăл Чăрăшкас Мăратра та, Вăрнарта та çулсеренех пулнине палăртса.

16 Нарăс, 2016

Çитес çул - кевер туй…

Ял çынни, хĕлне-çăвне пăхмасăр, хăнăхнă йăлапа ирех вăранать. «Тул çутăлман-ха, кăштах выртса илем», - тени çук. Анна аппапа Тухвур тете те çавăн йышшисемех: пит-куç çукаласа илнĕ хыççăн пĕри вырăн таврашне тирпейлет те сапăт-сапапа хуçаланма тытăнать, тепри выльăх патне тухать.

Pages