Archive - 2015

январь 16th

16 Кăрлач, 2015

Хăйсен уявĕнче те канаймарĕç

Артист хăçан канать? Тĕрĕссипе, пур-ши унăн çакăн валли вăхăт? Эпир, акă, Çĕнĕ çул хыççăн вунă кун ытла ĕçе çÿремерĕмĕр. Артистсем вара ача-пăчана капăр чăрăш тавра ташлаттарса савăнтарчĕç, халап-юмахпа тĕлĕнтерчĕç.

16 Кăрлач, 2015

Тĕнче катăклăхпа пуян

Катăксен хулинче анра-сухра пайтах. Тĕлĕнмелле: хăйсем начар пурăнмаççĕ! Анчах вĕсене хула хĕрринчи, çын йышлă çÿрекен кукăрти, та-арăн путăк ĕнсе хыçтарать! Хăшĕ-пĕри унта чăмса ал-урине хуçнă. Туртса кăлариччен, васкавлă пулăшу машини вырăна çитиччен вăхăт нумай иртнĕ - çын кăшкăрса выртнă. Тарăн шăтăк пуçлăхсен пуçне шухăшлаттарма тытăннă.

16 Кăрлач, 2015

Пуçа килсен пушмак...

Влаç тытăмĕнче те тĕлĕнмелле ĕçсем пулса иртеççĕ тепĕр чухне. Калăпăр, Раççей Правительствин членĕ Шупашкара килсе кайнине пĕлмесĕрех юлаттăмăр. Вăл вара «Çăкăр» акционер обществинче темĕнле канашлу пухнă иккен, хыпарлать Интернет. Унта апат-çимĕç хакĕсем улшăннипе çыхăннă ыйтусене хĕрÿ сÿтсе явнă-мĕн.

16 Кăрлач, 2015

Грипран сыхланăр

Грипп - сывлав органĕсен хăвăрт сарăлакан чирĕ. Вăл респираторлă вирус инфекцийĕсен ушкăнне кĕрет. 100 ытла вирус тĕсĕ шăнса пăсăлнин палли шутланать, А, В тата С ушкăнрисем кăна грипа яраççĕ. Чир тапхăрăн-тапхăрăн эпидеми тата пандеми пулса сарăлать. Хальхи вăхăтра грипăн 2000 ытла вариантне тупса палăртнă, вĕсем пĕр-пĕринчен шалти белоксен антигенлă пахалăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çакă вара вирус грипăн А, В е С ушкăнне кĕнине уçăмлатать.

Хăрушлăх пысăк

16 Кăрлач, 2015

Эмел - социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар

Тĕнче экономикин АПШ долларĕ хакланса пынипе çыхăннă пăтăрмахĕ эмелпе тивĕçтерекен тытăма та тÿнтерле витĕм кÿчĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем сисĕнмеллех хакланса кайрĕç. Çакă, паллах, республикăра пурăнакансене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисене уйрăмах, пăшăрхантарать: аптекăсемпе медицина учрежденийĕсенче сиплев хатĕрĕсем çителĕклĕ пулĕç-и, вĕсене халăх туянмашкăн нухрат çитерĕ-и?

16 Кăрлач, 2015

Александр БЛИНОВ: Чĕлхе вăл - пуянлăх

Александр Васильевич Блинов 1969 çулта çĕртмен 11-мĕшĕнче Красноармейски салинче çуралнă. Мускаври ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ашшĕне çакăнта ĕçлеме янă. Ашшĕпе амăшĕ Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă­скерсем.

16 Кăрлач, 2015

Чăваш хĕрĕсем питĕ вăйлă, питĕ шăнăрлă...

Спорт - кашни çын пурнăçĕнче хăйне евĕр питĕ кăсăклă, ÿт-пÿ тата кăмăл-туйăм вăй-хăватне кăтартма май паракан пулăм. Тĕнчере çулсерен спортпа кăсăланакансен шучĕ ÿссех пырать. Уйрăмах хĕрарăмсен хушшинче унăн сумĕ пысăк. Юлашки вăхăтра черченкĕ кĕлетке-çурăмлăскерсем халиччен хĕрарăмсен мар шутланнă дисциплинăсенче пысăк çитĕнÿсем тума, арçын спортсменсен рекорчĕсене çĕнетме хевте çитереççĕ.

16 Кăрлач, 2015

Пĕчĕк Атнашăн пуласлăхĕ пысăк

Атнаш - Вăрмар тăрăхĕнчи чи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Аслă Чак ял тăрăхне кĕрет. Тĕп ялтан Саруй еннелле хывнă асфальтлă çулпа нумаях та иртместĕн - сăрт çине хăпарсанах йывăçсем айĕнче хĕресленсе тăсăлакан вăрăмах мар урамсене куратăн. Сулахай енче - пĕве.

16 Кăрлач, 2015

Пенси укçи тата совместительство

Нумай çул ĕнтĕ харăсах темиçе предприятире ĕçлетĕп: ăçта - ĕç кĕнекипе, ăçта - совместительство енĕпе е подряд килĕшĕвĕ тăрăх, çапах та пур çĕрте те официаллă йĕркепе. Çакă пенси укçин виçинче палăрĕ-и?

С.БАШКАТОВ.

Шупашкар хули.

16 Кăрлач, 2015

Эрех-сăра - ача туянмалли тавар мар

Ĕçкĕ ырă туманни паллă. Çавăнпах РФ Правительствин хушăвĕпе Раççей Федерацийĕнче 2020 çулччен алкоголь продукцийĕпе иртĕхсе усă курассине чакарас, халăх хушшинче алкоголизмран сыхланса профилактика ĕçне пурнăçлас енĕпе патшалăх политикине тытса пымалли концепцие çирĕплетнĕ. Çак документра 18 çул тултарманнисене алкоголь продукцийĕ сутнăшăн административлă майпа явап тыттарассине çирĕплетмелли мерăсене палăртнă.

Pages