Комментари хушас

16 Кăрлач, 2015

Пенси укçи тата совместительство

Нумай çул ĕнтĕ харăсах темиçе предприятире ĕçлетĕп: ăçта - ĕç кĕнекипе, ăçта - совместительство енĕпе е подряд килĕшĕвĕ тăрăх, çапах та пур çĕрте те официаллă йĕркепе. Çакă пенси укçин виçинче палăрĕ-и?

С.БАШКАТОВ.

Шупашкар хули.

Ĕç пенсийĕн виçи 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен илнĕ ĕç укçипе стажран тата ĕç паракансем 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн куçарнă страховани укçинчен килет. 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ĕç укçине страхланă çыннăн лицевой счетĕнчи цифрăсем тăрăх е 60 уйăхри /5 çулти/ ĕç-хĕле пăхса шута илеççĕ. Çапла вара куçарнă страховани взносĕ мĕн чухлĕ ытларах, пенси укçин виçи те пысăкрах пулĕ. РФ Пенси фончĕн уйрăмĕнче сире пенси укçине шутласа палăртма хăш тапхăра илни усăллăрах пулнине пĕлтерĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.