Комментари хушас

16 Кăрлач, 2015

Хăйсен уявĕнче те канаймарĕç

Артист хăçан канать? Тĕрĕссипе, пур-ши унăн çакăн валли вăхăт? Эпир, акă, Çĕнĕ çул хыççăн вунă кун ытла ĕçе çÿремерĕмĕр. Артистсем вара ача-пăчана капăр чăрăш тавра ташлаттарса савăнтарчĕç, халап-юмахпа тĕлĕнтерчĕç.

Кивĕ Çĕнĕ çул каç хăйсем валли уяв тăвасси йăлана кĕнĕ-ха вĕсен. Хăйсен чĕлхипе - «капустник» вăл. ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн пуçарăвĕпе çак кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Драма театрĕсен актерĕсем юрлаççĕ» республика конкурсĕ те иртрĕ.

Мĕн тетĕр? Артистсем каллех ĕçсĕр лармарĕç, куракансен вырăнĕнче пулмарĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн коллективĕ уйрăмах хастарлăх кăтартрĕ. Уяв илемĕшĕн вăл шăпах кăçал яваплă пулчĕ. Çавăнпа та унти артистсен хушшинче «качакасемпе» «тилĕсем», «пакшасемпе» «сурăхсем» ытларах пулнинчен тĕлĕнме те кирлех мар. Хĕл Мучипе Юр Пике те вĕсен йышĕнченех тухрĕç.

Уява пынисене ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев ырă сăмахпа хавхалантарчĕç. Артистсем СССР халăх артистне, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçине Валерий Яковлева Раççей наци театр премийĕн - «Ылтăн маскăн» - 2015 çулхи лауреачĕ пулса тăнă ятпа саламларĕç.

Конкурс пирки вара çакна каланă пулăттăм: питĕ кирлĕ япала вăл. Эпир эстрада юрăçисене итлеме хăнăхнă. Хăшне-пĕрне вĕсем йăлăхтарнă та. Мĕншĕн? Яланхи пĕр евĕрлĕхĕпе. Тата... юрăсен тĕшши çуккипе, артистсен ăсталăхĕ пĕчĕккипе.

Драма актерĕсен юрлас ăсталăхĕ пирки вара мĕн каламалла-ха? Конкурса хутшăннисенчен кашнийĕ хăй профессионал пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Юрăпа мĕн калас тенине уçса пама актер ăсталăхĕ пулăшатех. Çавна май хăйне евĕрлĕ пĕчĕк спектакль «пиçсе» тухать.

Тĕслĕхшĕн, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актрисине Анна Кудряшовăнах илес килет. Иртнĕ конкурса та хутшăннăччĕ вăл, çĕнтерÿçĕсен йышĕнчеччĕ те. Хальхинче А.Аркадьевăн сăввипе А.Островский хывнă «Если можешь, прости» юрра чуна тивмелле шăрантарчĕ. Сасси илемлипе çеç мар, вăл хăйне сцена çинче мĕнле тытнипе те, куçпа мĕнле пăхнипе те, аллинчи аккордеона мĕнле янраттарнипе те тыткăнлама пултарчĕ куракансене.

Вырăс драма театрĕнчи Диана Яковлевăпа Оксана Ананьева «Лети, перышко» юрăпа палăрчĕç. Вăрçă инкекне уçса пама вĕсене те актер ăсталăхĕ пулăшрĕ. Иккĕмĕш вырăна вĕсем Чăваш театрĕнчи Ирина Ивановăпа пайларĕç. Итлесе ларакансем Ирина французсен чаплă юрăçин Эдит Пиафăн репертуарĕнчи «Нет, не жалей ни о чем» юрра шăрантарнине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăна Вырăс драма театрĕнчи Исмаил Махмутов тата Çамрăксен театрĕнчи ЧР тава тивĕçлĕ артистки Ирина Архипова тухрĕç. Жюри парнине Çамрăксен театрĕн артисчĕ Виталий Сергеев тата Чăваш патшалăх сăнав драма театрĕн артистки Ольга Степанова тивĕçрĕç, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн ятарлă дипломне - Çамрăксен театрĕнчи Алевтина Семенова.

Пĕтĕмлетÿллĕ сăмахăм çакă: питĕ кирлĕ кунашкал конкурссем. Драма актерĕсен ăсталăхне ÿстерме кăна мар, пирĕн тавракурăма пуянлатма та. Хăйсене эстрада çăлтăрĕсем тесе мăнаçланса çÿрекенсене питĕ кăтартас килет çакна. Вĕренччĕр мĕнле юрламаллине, сцена çинче хăйсене мĕнле тытмаллине те. Вулаканăмăрсене вара чуншăн кăмăллă çакнашкал уявсене ытларах çÿреме сĕнетĕп. Чун тасалать, çуталать.

Надежда ГЕОРГИЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.