Комментари хушас

16 Кăрлач, 2015

Эрех-сăра - ача туянмалли тавар мар

Ĕçкĕ ырă туманни паллă. Çавăнпах РФ Правительствин хушăвĕпе Раççей Федерацийĕнче 2020 çулччен алкоголь продукцийĕпе иртĕхсе усă курассине чакарас, халăх хушшинче алкоголизмран сыхланса профилактика ĕçне пурнăçлас енĕпе патшалăх политикине тытса пымалли концепцие çирĕплетнĕ. Çак документра 18 çул тултарманнисене алкоголь продукцийĕ сутнăшăн административлă майпа явап тыттарассине çирĕплетмелли мерăсене палăртнă.

Федерацин 2011 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче кăларнă саккунĕпе Уголовлă кодекса хушма 151.1 статьяна кĕртнĕ - шăпах çул çитменнисене пĕр хут кăна мар ваккăн эрех-сăра сутнăшăн явап тыттарасси пирки. «Пĕр хут кăна мар» тенине мĕнле ăнланмалла-ха? Сăмах маларах 180 кун хушшинче çакнашкаллишĕнех административлă майпа явап тыттарнă çын çул çитмен çамрăка ваккăн алкоголь продукцийĕ сутни пирки пырать. Кунашкаллишĕн 80 пин тенкĕ таран е айăпланаканăн 6 уйăх таранчченхи ĕç укçи е урăх тупăшĕ чухлĕ уголовлă майпа штрафлама, уйрăм должноçсене йышăнма е пĕр-пĕр енĕпе ĕçлеме чарса çулталăк таран ĕçлеттерсе юсанмалли приговор палăртма пултараççĕ. 2013 çулта çакнашкал тĕслĕхсемшĕн республикăра икĕ çынна уголовлă майпа явап тыттарнă, пĕлтĕр - пĕр çынна.  Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.