Вĕсен умĕнче пуç таятпăр
Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи 13 ялтан нимĕç эшкерĕсемпе çапăçма вăрçă хирне 746 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла - 445 çын - каялла таврăнайман. Чылайăшĕ савнине юратса курмасăрах пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕсене кĕтсе илеймесĕр çурма тăлăх çитĕннисем те сахал мар. Нумайăшĕ пиччĕшĕ-шăллĕне çухатнă. Çавăнпа эпир вăрçа хутшăннисен умĕнче ĕмĕр парăмра.
Варсонофий Андреев
1924 çулхи ноябрьте çуралнă. Вăрçă пуçланнă хыççăн 1942 çулта Совет çарĕн ретне тăнă. Иккĕмĕш Украина фронтĕнче уйрăм командирĕнче çапăçнă. Темиçе хут та аманнă.