Сĕт пуçтаракансем тата ăна сутакансем килĕшÿ çирĕплетеççĕ

15 Ака, 2015

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев тивĕçлĕ министерствăсене килти хуçалăхсем сутакан сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме хушрĕ. Районсенчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцисем иртнĕ уйăхсенче ятарлă приборсем туянса продукцие тĕрĕслеме тытăнчĕç. Анчах пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕç сутлăх хака ÿстерме пулăшмарĕ. Çĕнĕ çултанпах вăл чакса пычĕ. Сĕт пуçтаракансем ăна иртнĕ çулсенчи пекех антараççĕ. Вĕсемпе килти хуçалăхсен ĕçлĕ çыхăнăвне килĕшÿпе çирĕплетмен пирки пахалăх, сĕтшĕн тÿлес, икĕ ене тÿрремĕнех пырса тивекен ытти ыйту тĕлĕшпе пĕр-пĕрин умĕнче яваплă мар.

Паянхи пурнăçра хут çырса пичет çапмасан тĕрĕслĕхе тупма йывăр. Продукци пухакансем ĕне усракансемпе халичченех юридици хутшăнăвĕсем йĕркелеменнине, паллах, яваплăхран пăрăнма тăрăшнипе ăнлантармалла.

Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ çулталăк пуçламăшĕнче влаç тытăмăсенчен сĕт пуçтаракансемпе паракансен хушшинче килĕшÿ çирĕплетес ĕçе пуçăнма ыйтрĕ. Вăл еплерех пурнăçланнине уçăмлатакан информаци ку таранчченех çукчĕ. Ĕнер Комсомольски районне çитсе "йывăр урапа вырăнтан хускалнине" çирĕплетекен хыпарсене пĕлме тÿр килчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.