Илья Яковлев

Муркаш районĕнчи Йÿçкасси тăрăхне кĕрекен 13 ялтан тăваттăшĕнче клуб пур. Панклири анчах ĕçлемест. Йывăçран хăпартнă çуртра пушар тухас хăрушлăх пур. Матьăкрине иртнĕ çул çĕнетрĕç. Йÿçкассинчи клуба иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кирпĕчрен купаласа лартрĕç. Тепĕр темиçе çултан ăна «Ударник» хуçалăхăн пĕрремĕш директорĕ Александр Михайлович йĕркене кĕртсе çитерчĕ. Çак çурта та 2012 çулта юсарĕç.

Муркаш районĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе пыл уявĕ иртрĕ. Унта республикăри хурт-хăмăр ăстисем, хăнасем хутшăнчĕç. Ара, пыл праçникĕнче Муркаш тăрăхĕнче кăна савăнма пулать. Кăçал вара вăл çиччĕмĕш хут халăха пуçтарчĕ.

Çак кун салан тĕп лапамĕнче ир-ирех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Кĕçех вăл капăр тумлă çынсемпе, ача-пăчапа тулчĕ. Сăмсана техĕмлĕ çимĕç шăрши кăтăкларĕ. Ял тăрăхĕсем палаткăсене илемлетнĕ, стендсем тунă.

Йÿçкасси тăрăхĕнчи Кивĕ Матьăк паллă та сумлă, ăста та ĕçчен çынсемпе пуян. Акă Мирон Андреев тракторист 30-40-мĕш çулсенче Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Николай Андреев водитель II тата III степень Ĕç Мухтавĕн орденне, Октябрь Революцийĕн орденне илме тивĕçнĕ.

Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи 13 ялтан нимĕç эшкерĕсемпе çапăçма вăрçă хирне 746 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла - 445 çын - каялла таврăнайман. Чылайăшĕ савнине юратса курмасăрах пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕсене кĕтсе илеймесĕр çурма тăлăх çитĕннисем те сахал мар. Нумайăшĕ пиччĕшĕ-шăллĕне çухатнă. Çавăнпа эпир вăрçа хутшăннисен умĕнче ĕмĕр парăмра.

Варсонофий Андреев

1924 çулхи ноябрьте çуралнă. Вăрçă пуçланнă хыççăн 1942 çулта Совет çарĕн ретне тăнă. Иккĕмĕш Украина фронтĕнче уйрăм командирĕнче çапăçнă. Темиçе хут та аманнă.

Илья Яковлев
Subscribe to Илья Яковлев