Чей ĕçесчĕ пылпала

Муркаш районĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе пыл уявĕ иртрĕ. Унта республикăри хурт-хăмăр ăстисем, хăнасем хутшăнчĕç. Ара, пыл праçникĕнче Муркаш тăрăхĕнче кăна савăнма пулать. Кăçал вара вăл çиччĕмĕш хут халăха пуçтарчĕ.

Çак кун салан тĕп лапамĕнче ир-ирех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Кĕçех вăл капăр тумлă çынсемпе, ача-пăчапа тулчĕ. Сăмсана техĕмлĕ çимĕç шăрши кăтăкларĕ. Ял тăрăхĕсем палаткăсене илемлетнĕ, стендсем тунă.

Уявпа саламлама, пĕрле савăнма РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев та килсе çитрĕ. Вăл Муркашсене пысăк та ĕçчен хурт çемйипе танлаштарчĕ. Район бренчĕ республикăн пулассине каларĕ. «Муркашсем - маттурсем: вĕсем пыл хурчĕ пек тăрăшса ĕçлеççĕ, кăвакарчăнсем пек пĕр-пĕрне юратаççĕ. Ытти района ырă тĕслĕх кăтартаççĕ», - терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов. «Хурт-хăмăр агентстви» пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Максимов ентешсене вăрăм кун-çуллă, сывлăхлă пулма пыл ытларах çиме сĕнчĕ. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та пухăннисене ăшшăн саламларĕ. Çак отрасльте тăрăшса ĕçленĕшĕн Николай Данилова ?Чуманкасси ял тăрăхĕ%, Лев Николаева ?Мăн Сĕнтĕр%, Александр Толстова ?Мăн Сĕнтĕр%, Георгий Крысина Хисеп хучĕпе тата Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Ятарлă жюри, хăнасем ял тăрăхĕсен палаткисене çитсе курчĕç. Конкурса тăратнă пыла хакларĕç. «Çулталăкри чи лайăх пыл» çĕнтерÿçи - Оринино ял тăрăхĕнчи Георгий Крысин. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Николай Даниловпа ?Чуманкасси ял тăрăхĕ% Ираида Михайлова ?Хорнуй% йышăнчĕç.

Уяв ытти конкурспа та пуян пулчĕ. Ял тăрăхĕсем палаткăсене илемлетес тĕлĕшпе те ăмăртрĕç. Ку енĕпе Йÿçкассисене çитекенни ?сăнÿкерчĕкре%пулмарĕ. Вĕсен «хурчĕсем» - чи илемлисем, капăррисем. Пухăннисене вĕсем хаваспах пылак çимĕçпе хăналарĕç вĕсем. Юнкăсем вара панулмипе пылран сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрленĕ. Ахальтен мар вĕсем - иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшĕнче - Чуманкассисем. «Эпир тĕрлĕрен, анчах туслă» конкурсра Ярапайкассисем палăрчĕç. Москакассисемпе Çатракассисем те вĕсенчен юлмарĕç, призсене тивĕçрĕç.

Пуçтарăннисем пултарулăх конкурсĕсене те хаваспах хутшăнчĕç, ташă-юрăпа савăнтарчĕç.

Уява пухăннисем пыл, хурт-хăмăр япалисене туянма пултарчĕç. Вĕренÿ çулĕ çывхарнă май райпо шкул ярмăрккине йĕркелерĕ. Уявран тулли кăмăлпа саланчĕç ентешсем. Хĕл каçмалăх кашниех сиплĕ пыл илме тăрăшрĕ.

Илья Яковлев.

Муркаш районĕ.

 

Илья Яковлев

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.