Юрлама ăста

11 Пуш, 2017

Муркаш районĕнчи Йÿçкасси тăрăхне кĕрекен 13 ялтан тăваттăшĕнче клуб пур. Панклири анчах ĕçлемест. Йывăçран хăпартнă çуртра пушар тухас хăрушлăх пур. Матьăкрине иртнĕ çул çĕнетрĕç. Йÿçкассинчи клуба иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кирпĕчрен купаласа лартрĕç. Тепĕр темиçе çултан ăна «Ударник» хуçалăхăн пĕрремĕш директорĕ Александр Михайлович йĕркене кĕртсе çитерчĕ. Çак çурта та 2012 çулта юсарĕç. Вăл пирĕн таврари тĕп клубсенчен пĕри шутланать. Кунта час-часах пухăва пуçтарăнаççĕ, артистсем концертпа килеççĕ. Клуб пуçлăхĕ тăтăш улшăнчĕ. Виçĕ çул каялла Марина Семенова ĕçлеме пуçларĕ. Шупашкарта çуралнăскер Муркаш районне куçса килнĕ. Вăл Актай каччипе Николай Семеновпа çемье çавăрнине палăртса хăварас килет.

Малтан Марина ял администрацийĕнче тăрăшрĕ. Унтан ăна Анатолий Кузьмин пуçлăх Йÿçкассинчи клуба ĕçлеме вырнаç­тарчĕ. Çĕнĕ ертÿçĕ концертсем йĕркелет. Хăй те юрлама ăста. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ.

Малашне те унăн ял халăхне концерт, спектакль кăтартса савăнтармалла пултăр.

Илья ЯКОВЛЕВ.

Муркаш районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.