Пĕр-пĕрне кураймаççĕ, кĕвĕçеççĕ...
Пушар хуралĕн ĕçченĕсем кашни кун тенĕ пекех шăнкăрав сассинчен шарт сикеççĕ. Унта ырă хыпар пĕлтерессишĕн шăнкăравламаççĕ. Каллех пушар алхасать, каллех темĕн çунать... Пушарнăйсем пĕр тăхтамасăр вырăна вĕçтереççĕ. «Хĕрлĕ автан» ташшинче кашни минут, кашни çеккунт пĕлтерĕшлĕ. Унта çын пурнăçĕ те татăлма пултарать. Пушар тимсĕрлĕхе каçармасть. Ытларах чухне электроприборсене çутса хăварнине пула çулăм тухать. Анчах пĕлтĕр Чăваш Енре ятарласа чĕртсе çунтарнă тĕслĕх йышланнине палăртаççĕ йĕрке хуралçисем. Ав 2014 çулхи 9 уйăхра кунашкал 41 тĕслĕхе шута илнĕ.