Мульчана илмелле-ши?

12 Нарăс, 2015

Пахча çимĕç йăранĕсене хура кĕркунне юман çулçипе витнĕччĕ. Çуркунне ăна пуçтарса илмелле-и?

Ольга ВИКТОРОВА.

Çĕмĕрле районĕ.

Мульчана - кĕркунне акнă йăрансене витнĕ сие - ытлашши хулăн пулсан /10-15 см/, акнă вăрлăх мульча витĕр шăтарса тухаймасан çуркунне пуçтарса илмелле. Хăш-пĕр культурăсем тарăн аксан шăтса тухаймаççĕ. Пахча çимĕç акнă йăрансем хăвăртрах ăшăнччăр, акнă вăрлăх хăвăртрах ÿссе çимĕç патăр тесен те мульчана илни пăсмасть.

Витнĕ сий çÿхе пулсан, вăл çĕр çумне лайăх лăпчăннă, шăнса çĕрĕшнĕ пулсан, ÿсен-тăрана ÿсме кансĕрлемесен ăна илмесен те юрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.