Шикленмен, анчах кĕрĕк пĕркеннĕ
Пĕлтĕрхи октябрьте ир еннелле Шупашкарти Ермолаев урамĕнчи лавккаран преступниксем хаклă йышши 23 кĕрĕк вăрланă. Чăн-чăн профессионалсем ĕçлени куçкĕрет: хупă лавккана кĕрсе таварăн пысăк партине илсе тухмашкăн вĕсене 2 минута яхăн кăна кирлĕ пулнă. Хурал тĕлĕрмен, сигнализаци ĕçлесе кайнă хыççăн часах çитнĕ. Анчах вăрăсем тарса çухалма та ĕлкĕрнĕ. Преступниксем хăйсене тупаймĕç тенĕ пуль те - вĕсене хирĕç те профессионалсемех ĕçлеççĕ: çак кунсенче ЧР Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн ĕçченĕсем чăрсăр преступление уçса пани çинчен евитлерĕç.