Кăшкăрас килчĕ - сас тухмарĕ...
Çав кунсенче хĕвел тĕттĕмленмен, уйăх та хăй çутине кăтартма пăрахман... - çапах та çав тери асаплă та тертлĕ кунсенче ÿссе çитĕннĕ ăру вăл - вăрçă ачисен ăрăвĕ. Çакна Ева Лисинан "Салтак çырăвĕсем" очеркри пĕр пĕчĕкçĕ сыпăкне вуланă май та яр уççăн туйса илетĕн:
"Анчах та манăн асаилÿ "çĕршывĕнче" чи малта тăраканни - аттепе çыхăннă ĕç. Акă, чĕпкуççи çутипе çип арласа ларакан анне лăштăрах каять те ĕсĕклесе йĕрсе ярать. Вăл вĕçсĕр пĕр сăмах каласа йĕрет: "Пуля лексен мĕнле тÿнсе кайрĕ-ши, сар ука пек çÿçĕ мĕнле сапаланса ÿкрĕ-ши?" Анне ниепле те лăпланаймасть, вăл, хĕвел пек сарă çÿç юнпа та пылчăкпа пĕрлешнине ĕненме пултараймасăр, çакăнпа килĕшме пултараймасăр, çакăнпа килĕшме вăй çитереймесĕр, татăлса йĕрет пулас. Эпĕ те вара, аттене астуман ача, ăсăмра çакăн пек ÿкерчĕк сăрлатăп: йĕпе çĕр çине пĕр çын кайса ÿкнĕ, унăн хĕвелçаврăнăш çеçки пек çÿçĕ тăмпа вараланса пĕтнĕ... Мана хăрушă пулса каять, - эпĕ ĕсĕклесе яратăп". Малалла вулас...
Комментари хушас