Комментари хушас

13 Нарăс, 2015

Авеста

Авалхи Ирансен палăкĕ - Авеста - пирки пĕлес килет. Вăл чăвашсемпе те çыхăннă теççĕ. Тĕрĕсех-и?

А.САВЕЛЬЕВА. Тăвай районĕ.

Авеста - авалхи ирансен палăкĕ, зороастриецсен сăваплă кĕнекисен пуххи, Тухăç культурисенчен пĕрин никĕсĕ. Унта тĕн тата юридици хушăвĕсем, çÿлти тата Çĕр çинчи турăсене халалланă гимнсем, юрăсем, кĕлĕсем, юмах-халап сюжечĕсем вырăн тупнă. Авеста - этемлĕх аталанăвĕнче тĕн шухăшлавĕн тĕрлĕ тĕсĕ, халăх ăслайĕ палăрни, литература тата ÿнер пултарулăхĕн ахах-мерченĕ.

Авеста пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш пин çуллăхăн пĕрремĕш çурринче йĕркеленнĕ тесе шухăшлаççĕ. Кĕнеке текстне Сасанид династийĕ пуç пулса тăнă саманара /224-651/ кодексласа пухнă. Пирĕн ĕмĕре Ясна, Висперед, Видевдат, Яшты тата хăш-пĕр пысăках мар сыпăк упранса çитнĕ. Авеста чĕлхи Индо-иран çемйинчи Иран ушкăнне кĕрет. Вăл хальхи вăхăтра «вилĕ» чĕлхе шутланать. Зороастризм майлă çынсем служба ирттернĕ чухне кĕлĕсен формулисемпе усă кураççĕ.

Кĕнекесĕр пуçне тата пиншер çул хушши Авестăн тĕрлĕ варианчĕ сăмах вĕççĕн çÿренĕ. Вĕсен ячĕ тĕрлĕрен пулнă. Вăтам ĕмĕрсенчи перс литературинче «Апастак» е «Ден» - тĕн кĕнеки, библи, тĕн саккунĕсемпе хушăвĕсем. Перс-таджик тата араб литературисенче - «Абастост», «Авйстă», «Лбстăк», «Албстăг», «Алйстă» т.ыт.те.

Тĕрлĕ вариантлă, анчах пĕрешкел пĕлтерĕшпе /абыз, абыс, авыз т.ыт.те/ ку сăмах тĕрĕк тата финн-угор чĕлхисенче те тĕл пулать. Унпа халăх хушшинче пысăк хисепе тивĕçнĕ, хутла, турă саккунĕсене аван пĕлнĕ, çавăн пекех аслă ÿсĕмри тата обществăра пысăк вырăн йышăннă çынна чĕнме усă курнă. «Абыз» сăмах вырăс калаçăвĕнче те тĕл пулать.

Чăвашсен «авеста» сăмах «апăс» тата «апăстак» ăнлавсемпе çыхăннă ахăртнех. Чăвашсен тĕнĕнче Авестăри ăнлавсемпе тÿр килекен турăсем те пулнă. Танлаштарма: Авалхи Ирансен - Аша, Аши, Аз, Ахур, Друх т.ыт.те. Чăвашсен - Аша, Аши, Ас, Ахăр /ахăр самана/, Тăраха.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.